08 июня 2013 г.
, тесе юрларĕç Туçари "Сар хĕвел" ача сачĕпе сыв пуллашакан 9 ача. Савăнăçлă та хумхануллă мероприятие садик заведующийĕ В. Логунова уçрĕ. Вăл шкула кайма çул çитнисене ăнăçу, лайăх вĕренме, час-часах килсе çỹреме сунчĕ. Унтан пĕлỹ çурчĕн алăкне уçма хатĕрленекенсем Н. Казаковапа М. Щербакова воспитательницăсем, А. Сабаева музыкант пулăшнипе йĕркеленĕ концерта кăтартрĕç. Пĕр юрă хыççăн теприне шăрантарчĕç пĕчĕкскерсем. Ташшисемпе те ашшĕ-амăшĕн, курма килнисен чунĕсене тыткăнларĕç. Вăйăсем вылярĕç, мĕн вĕреннине аса илчĕç. Юмахран килнĕ Незнайкăна тĕссене уйăрма, геометри фигурисене, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене пĕлме пулăшрĕç. Воспитательсем çитĕнекен ăрăва пуçламăш пĕлĕве илме чылай тăрăшни тỹрех сисĕнчĕ.
Ачасене ашшĕ-амăшĕ, çавăн пекех мĕн пĕчĕкрен йăпатса ỹстернĕ М. Кудрявцева няня та саламларĕç. Мероприяти пурте пĕрле ларса чей ĕçнипе вĕçленчĕ.
(Хамăр корр.)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)