Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алă ĕç ăсти

08 июня 2013 г.

Пăлаккассинче пурăнакан В. Суркова нихăçан та алă усса лармасть. Мĕн кăна çĕлемест-ши, мĕн кăна çыхмаст-ши, мĕн кăна тĕрлемест-ши вăл!

Кам кăна курса тĕлĕнмен-ши Валентинăн ĕçне. Выставкăсене, конкурссене миçе хутчен тăратман-ши? Ун хыççăн тĕрре-çĕвве юратакансем пĕрне е тепĕрне çыхма вĕрентме ыйтаççĕ. Хăйĕн ăсталăхне миçе çынна панине каласа та пĕтерме çук. Вăл çыхнă чăлхасене, чешкисене, кофтăсене, тутăрсене, кĕпесене кам кăна тăхăнмасть-ши!

- Мода улшăнсах тăрать. Пĕр вăхăтра çыхнă юбкăсем таранах тăхăнатчĕç. Унтан тутăр çине куçрĕç. Халĕ кофтăсене кăмăллаççĕ. Илемлĕ, ăшă, ỹт çумне çыпăçакан кирек хăш япалана та ачасем те, аслисем те тиркемеççĕ. Хамăн та, акă, çири тумран çурри ытла çыхнăскерсем..., - тет В. Суркова.

Саккăрăн пĕр тăван ỹснĕ Плешковсем. Аля, Валя, Катя, Ирина, Галя хĕрĕсем пурте алă ĕçне маçтăр. Вĕсене çак ăсталăха амăшĕ - Надежда Федоровна - хăнăхтарнă.

- Ăрăва малалла тăсакансем ỹснĕ вăхăтра хальхи пек лавккасенче мĕн тăхăнас тенĕ, çав пулман. Ачасен çине килте çĕлесе, çыхса панă тум-тирсемпе питĕрнĕ. Черетлĕ вĕренỹ çулĕ пуçланнă е Мăнкунта пурне те çĕнĕ кĕпе тăхăнтартнă. Эх, савăнатчĕç вара! Пурнăçĕ хăйех перекетлĕ, тирпейлĕ пурăнма вĕрентрĕ. Çавăнпа ачасем алă ĕçне вĕренни хăйсемшĕнех усăллă пулчĕ. Паян кашнийĕ вырăн таврашне çĕлеме, тĕрлесе илемлетме пĕлет, - тет амăшĕ.

лă ĕçне хăнăхасси йăхран-йăха куçса пырать. Валя хĕрĕ Юля та çыхать, тĕрлет. Аслă шкулта вĕренет пулин те вăхăтне тупать.

Кĕçĕнни вара Кивĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулăн тăваттăмĕш класĕнчен вĕренсе тухрĕ.

-Ỹркенмен - ăста пулнă, теççĕ. Хама кирлĕ эрешсене тĕрлĕ журналтан илетĕп. Вĕсене ытларахăшне туянатăп, теприсене çырăнатăп. Çипписем вара халь лавккасенче çителĕклех. Чылай маларахри çулсенче Чĕмпĕр облаçне çити кайса илеттĕмĕр,- кăмăллăн калаçать Валентина Витальевна.

А. АСТРАХАНЦЕВА.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика