13 мая 2013 г.
Кивĕ Ахпỹрт ялĕнче майăн 10-мĕшĕнче лаша спорт ăмăртăвĕ иртет. Ăна Алексей Константинович Пыркина халаллаççĕ. Вăл 11 сехетре пуçланать.
Çĕнĕ ĕмĕр автомобиль хăвачĕпе пуçланчĕ пулин те, лаша хăйĕн малтанхи хисепне çухатмасть-ха. Ахальтен мар-тăр ĕнтĕ машина хăватне халичченех лаша вăйĕпе виçеççĕ.
Патăрьел тăрăхĕнче лашана уйрăмах хисеплеççĕ. Кунти акатуйсенче вăрçă хыççăнхи çулсенчен пуçласах лаша ăмăртăвĕсене чи çỹллĕ шая хурса хаклаççĕ. Çак енĕпе сумлă династисене те палăртма пулать. Вĕсем - Тикешри Егор Семенович Красновпа унăн Алексейпе Валерий ывăлĕсем, Кивĕ Ахпỹртри Алексей Константинович Пыркинпа унăн Николайпа Александр ывăлĕсем, Николай Кошкинпа унăн Леонид ывăлĕ. Шел пулин те, Егор Семеновичпа Алексей Константинович паян пирĕнпе пĕрле мар ĕнтĕ. Анчах вĕсем хăйсен ачисене пил парса хăварнă - малтанхи ырă йăласене кунта халичченех манмаççĕ. Кăçал районти лаша спорт ăмăртăвĕсене майăн 10-мĕшĕнче Кивĕ Ахпỹрт ялĕнче уçаççĕ.
- Алюш тетепе пирĕн атте питĕ туслăччĕ, - аса илет Патăрьелĕнчи "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕ Алексей Краснов. - Чăнах та, ветерансем хăйсем хушшинче те калама çук хĕрсе кайсах ăмăртатчĕç. Вĕсем иккĕшĕ тата ытти паллă ăмăртуçăсем - Фазыл Янешев, Гаймель Ахтямов, Ибенюк Кеметов, Геннадий Нянин, Николай Кошкин - пĕрре кăна мар акатуй çĕнтерỹçисем пулнă. Çак ветерансем çамрăксемшĕн чăн-чăн вĕрентекенсем пулчĕç. Вĕсем акатуйсенчи ăмăртусене кирлĕ шайра ирттермешкĕн темĕн чухлех паха сĕнỹсем панă. Шăпах хисеплĕ ветерансем хыççăн туртăнчĕç те ĕнтĕ тепĕр ăрури спортсменсем- Анатолий Каргин, Александр Максимов, Иван Вазюков, Газинур Кеметов тата ыттисем те.
Алексей Егорович Краснов хăй те тĕрлĕ шайри ăмăртусене нумай хутшăннă. Паян вăл Алексей Константинович Пыркинăн ывăлĕсене Николайпа Александра ашшĕ ячĕпе пулакан ăмăртăва йĕркелеме пулăшнăшăн тав тăвать.
Манăн хамăн та Алексей Константинович Пыркинпа акатуйсенчен пĕринче тĕплĕн калаçса курма тỹр килнĕччĕ.
- Мĕн çамрăкранпах лашасене юрататтăм, - каласа пама пуçларĕ Алюш тете ун чухне.
- Ман тете - Николай Константинович - Аслă вăрçă участникĕ пулнăран-ши, харсăрччĕ, питĕ тĕрĕслĕхе юрататчĕ. Хăй бригадирта ĕçленĕ чухне тихасене çỹреме вĕрентетчĕ. Пĕррехинче эпĕ вĕсем патне кайнăччĕ. Тете шăпах кăнтăрлахи апата хăй кỹлме вĕрентнĕ Нева ятлă тихапа пынăччĕ. Картишĕнче пуçне ухса тăракан тихапа киленсе те ĕлкĕреймерĕм - эп хапха алăкне уçнипе хăранăран пулĕ, тиха, вичкĕннĕн ихĕрсе, куç хупса иличчен чĕвен тăчĕ те урапи-мĕнĕ çĕкленсе лупас тăррине хăпарса кайрĕ! Хăраса кайнăскер, эп тетене урса кайсах кăшкăратăп! Ĕнтĕ тете хăй те самантрах сиксе тухрĕ. Пĕр-ик çеккунт хушшинче Невана çăварлăхласа та илчĕ! Мĕнле вăйĕ çитрĕ-ши! Хăйĕн тум-тирĕ веçех çуркаланса пĕтрĕ, свитер çаннисем татăлсах ỹкрĕç. Эп хăранипе нимĕн тума пĕлмесĕр вĕткеленетĕп, тете вара хăй хĕремесленнине пăхмасăрах савăнса кулать... Çавăн хыççăн шут тытнă иккен Алюш тете чăн-чăн урхамаха хам та хăçан та пулсан пăхăнтаратăп тесе. Каярахпа вара ăнкарса илнĕ: лашана юратмасăр итлеттерме çук иккен. Лашан хăйĕн чĕлхи, ăна ăнланма пĕлмелле, кăмăлне тупмалла, туймалла...
Паян кивĕахпỹртсем те, юхмаенсем те Алексей Константинович Пыркина лайăх ас тăваççĕ. Ăна хăйĕн юлташĕсемпе пĕрле халăха урхамахсене юратма вĕрентнишĕн, лаша спортне малалла аталантарма пулăшнишĕн чунтан тав тăваççĕ.
Мария МАРЕЕВА.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)