08 мая 2013 г.
Кивĕ Ахпỹртри "Çăлкуç" ача садĕнче чăваш чĕлхи эрнине халалласа "Чĕвĕлти чĕкеç" сăвăсен конкурсĕ иртрĕ. Çитĕнекен ăру унта хутшăнса пĕринчен тепри илемлĕрех те янăравлăрах вулама тăрăшрĕ. К. Антипова "Çурхи юрă", М. Быкова "Уйăх", Н. Никитин "Пăрчăкан" сăвăсемпе малти вырăнсене йышăнчĕç. Уява ялти тĕслĕх библиотека ертỹçи А. Капитонова хутшăнчĕ, чăвашсен паттăр улăпĕ И. Яковлев çинчен каласа пачĕ, унăн кĕнекисемпе паллаштарчĕ. Ачасем пĕчĕккĕллех тăван чĕлхе сăвви-юррисене юратсан, унпа илемлĕ калаçсан _ вăл çĕр çинче нихăçан та пĕтес çук тесе пĕтĕмлетỹ туса "Илемлĕ, илемлĕ" юрăпа уява вĕçлерĕç. Е. МУЛЮКОВА, воспитатель
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)