Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Грант пулăшăвĕпе усă курса

10 ноября 2012 г.

Кивĕ Ахпÿртри культура çуртне кун пуçланнă-пуçланманах ĕç тумĕ тăхăннă çынсем кĕре-кĕре кайрĕç. Ташă-юрă репетицине васкамаççĕ-ха вĕсем: çурт умĕнче строительство материалĕсем купалансах выртаççĕ. Мĕн шухăш тытнă-ши строительсем;

Культура аталанăвĕпе библиотека тивĕçтерĕвĕн центрĕн ĕçченĕсем юсав ĕçне пуçăннă. Пуçăннă тени тĕрĕсех те мар. Вĕçлесе пыраççĕ. Пластик чÿречесем лартнă, çуртăн шал енчи стенисене тикĕслесе сăрланă, ертÿçĕн пÿлĕмне çĕнетнĕ, ăшă системине улăштарнă, тенкелсене тĕс кĕртнĕ. Кунта çакна хушса хăварни те вырăнлă: залри пукансене иртнĕ ĕмĕрте культура çуртне хута янă чухнех илнĕ пулсан та пĕри те катăк та, çĕмрĕк те мар. Пĕрлех сценăна анлăлатнă. Кĕскен каласан пур çĕре те илемлĕ сĕм çапнă. Маччапа урайне тирпейлесси çеç юлнă.

– Çак уйăх вĕçĕнче ĕçе вĕçлесшĕн. Тĕслĕхлĕ клуб уçасшăн эпир. Ун чухне республика, район ертÿçисене хамăр пата килсе курма чĕнетпĕр. Хăна кĕтнĕ чухне килсенче те йĕрке тума тăрăшатпăр мар-и, – калаçăва пуçларĕ Туçа ял тăрăхĕнчи культура аталанăвĕпе библиотека тивĕçтерĕвĕн центрĕн ертÿçи Л. Сеприханова.

Çапли çапла та-ха, анчах укçи-тенки сахал кирлĕ мар-çке! Ман шухăша та вуларĕ Лидия Михайловна.

– Республикăри культура министерстви ялсенчи клубсене модернизацилес тĕллевпе конкурс пуçарнăччĕ. Унта районтан 5–6 культура çурчĕ хутшăнма кăмăл турĕç. Эпир те çав йыша кĕтĕмĕр, çĕнтерÿçĕсен шутне кĕрсе гранта тивĕçрĕмĕр. 500 пин тенке яхăн укçа алăк умнех килсе выртнăн туйăнчĕ. Пурте савăнтăмăр. Вара юсав ĕçĕсене пуçăнтăмăр. Хăма çураканĕ те, пăта çапаканĕ те, сăрлаканĕ те хамăрах. Айккинчен çын тытса укçана тăккалас килмест, – тет Л. Сеприханова малалла.

Сахал йышпах курăмлă ĕç тума ĕлкĕрнĕ артистсем. Тăрăшни хăйсемшĕн-çке! Программăпа килĕшÿллĕн, вĕсем сцена çине тухмалли 20 костюм илеççĕ. Тумĕсене юрăçсен кÿлепине кура заказ панă. Музыка аппаратури çĕнелет. Компьютер, проектор ... килмелле. Ял халăхĕ ахаль те кăмăлтан утатчĕ-ха культура çуртне. Çĕнĕлĕх вĕсене тата та илĕртĕ. Центр йĕркеленĕренпе ĕç мелĕ те лайăх енне сахал мар улшăнчĕ. Халăхăн канăвне культурăллă тăвассишĕн методистсем яваплă. Вĕсем тăрăшнипех халĕ ял уявĕсене çĕнĕлле ирттереççĕ. Календарьпе çыхăннă мероприятисенче кашнийĕнче тенĕ пекех концерт лартаççĕ. паянхи кун шайĕллĕ шоусем, конкурссем, тĕл пулусем йĕркелени пайтах.

Юрă-ташă ăстисене шырама аякка каймалла мар. Кашни ялтах пур вĕсем. Пĕр концерт та халĕ Э. Наумова, Н. Павлова, Д. Павлова, М. Мальцева, С. Сеприханов, Е. Курицын, А. Васильев ташшисемсĕр, К. Пыркина, С. Арланова, С. Козлова юррисемсĕр иртмест. Хăшĕ-пĕри аслă шкула та вĕренме кайрĕç. Уявсенче пурпĕрех яла килеççĕ. Вăтаелĕнчи В. Сабаев, Анат Туçари Л. Платонова, Кивĕ Ахпÿртри С. Павловапа Н. Степанов, А. Арланова, Д. Павлов та çулĕсене кура мар харсăр.

– Шкулсемпе тачă çыхăнура эпир. Кирек хăш мероприяти те вĕсем хутшăнмасăр иртмест,– тет çамрăксен методисчĕ И. Козлова. Спортшăн С. Виноградов методист яваплă. Ял тăрăхĕнчи спортсменсем районта иртекен кашни мероприятинех хутшăнса ÿсĕмсем тăваççĕ. Спартакиадăра та çĕнтерÿçĕсем пулнă-мĕн. Халăх пултарулăхне аталантарас ĕçре М. Амерханов методист тăрăшуллă. Хăйĕн аллинче те музыка инструменчĕ вылянса çеç тăрать.

Библиотекарьсем те культура ĕçченĕсемпе пĕр тĕвĕре. Мероприяти ирттернĕ чухне вĕсем те пысăк пулăшу кÿреççĕ. Кашни хăй ялĕшĕн командăна кĕрсе волейболла, шашкăлла, шахматла, теннисла вылять. 12 енпе спартакиада пырать. Йĕлтĕр спорчĕ пĕтĕмлетекенни, ахăртнех. Халлĕхе анаттуçасем малта. Çĕнтерÿçĕсен парни те чыслă: телевизоршăн ăмăртаççĕ. Çакнашкал мероприятисем ирттерни ялпа ял хушшинчи халăха çывăхрах пĕлме, ÿссе çитĕнекен ăрăва пĕр-пĕриншĕн кар тăма хăнăхтарать. Клуб е культура çурчĕ йĕркеллĕ ĕçлесе пыракан ялта аслăраххисен те лавкка хыçне пухăнасси çук.

Ушкăн сурать– кÿлĕ пулать, пĕччен сурать– типсе пырать, теççĕ. Грант çĕнсе илнине те çакăнпах танлаштарас килет. Пĕр е икĕ çын çитĕнĕвĕ мар çакă. Унта юрлаканнин те, ташлаканнин те, ертÿçин те, тирпей-илем тытса пыраканăн та тÿпи пур. Апла пулсан малашне те ĕçĕсем ăнса пыччăрах.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика