Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Техникăна пурнăç парнелекен

03 ноября 2012 г.

Вăтаелĕнче пурăнакан А. Щербаков 2001 çултанпа çăмăл машинăсене юсассипе тăрăшать. Малтанласа ку тĕлĕшпе кăшт-кашт çеç аппаланкаланă, 5-6 çул каялла районти ĕçпе тивĕçтерекен центр пулăшнипе

хăйĕн ĕçне йĕркелесе янă.

– Эпĕ çар тивĕçне Афганистанра пурнăçланă, кайран контракт мелĕпе Чечен республикинче пулнă. 2000 çулта атте вилчĕ, çавна май тăван тăрăха таврăнма тиврĕ. Килсенех ялта вăхăта мĕн туса ирттермелли, ăçта вăй хума каймалли пирки шухăшлама пуçларăм, – тет хăйĕн пурнăçĕпе кĕскен паллаштарнă май Александр Петрович. Ăста çын валли тăрăшмалли те тупăннă. Техникăна лайăх ăнланнине кура юлташĕсемпе ялĕнче пурăнакансем час-часах машинисене пăхса яма ыйтнă. Çапла хастар хăй сисмесĕрех ĕçлĕ пулса тăнă.

– Тĕрĕссипе, эпĕ ятарлă пĕлÿ илмен. Атте килти машинăна яланах хăй юсатчĕ, мана та тăрмашма чармастчĕ. Мĕн пĕлменнине каласа ăнлантаратчĕ, – аса илет техника “тухтăрĕ”.

Паян А. Щербаков патне тимĕр “учĕсене” юсаттарма районти ялсенчен кăна мар, кÿршĕсенчен те килеççĕ. Пĕччен çеç ĕл-кĕрейменнипе Г. Кокшанова пулăшма илнĕ. Иккĕшĕ пĕрле хамăр çĕр-шывра кăларнă транспортсене те, ютран туяннисене те çĕнетеççĕ, çула тухма юрăхлă тăваççĕ.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика