Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Такăнмасть те, аптрамасть те...

07 ноября 2012 г.

Кĕрхи уçă та йĕпе-сапаллă çанталăк пулнине пăхмасăрах Туçари Е. Баданова стадион йĕри-тавра утса çаврăнма ÿркенмерĕ. Хăнăхнă мар-и вăл çакна. Хăш йывăç тĕлĕнче мĕнле кăмпа ÿснине пĕлет. Ăна хĕл каçмалăх та çителĕклĕ хатĕрленĕ. Пур çимĕçе ахалех сая ярас килмест ваттăн. 95 çула кайнă Елена Андреевнан кучченеç парса ямалли те çителĕклех. Ирхи уçă сывлăша кăкăр тулли сывлани те мĕне тăрать тата. Мĕншĕн ÿркенмелле; Уринчи калушне тирпейлĕн тасатса аллине çурĕ те пÿрте кĕчĕ çурт хуралçи. Ирхи апат çиес тесе куркана чей ячĕ. Курăкран вăл. Клевер çеçкине каллех çуллах хатĕрлесе хунă.

Пурнăçĕ хăйне май тирпейлĕн шуса пынипе савăнать Е. Баданова. Кăмăлне кура Турри парсах пынишĕн хĕпĕртет. Мĕн кирли пурте пур унăн: савнă ывăлĕпе юратнă кинĕ, ăрăва малалла тăсакан мăнукĕ çумра. Çунат хушса вĕçсе кайнисем те аякка тĕпленсе тарăн тымар янă. Уявран уява, çуралнă кунсенче килсех тăраççĕ. Епле манĕç амăшне, вăхăтĕнче чи çывăх çыннисене (ашшĕпе амăшне) улăштарнă аппăшне.

Иртеç кунсем, иртеç çулсем. Пит çинчи пĕркеленчĕксем те тарăн çырмана çаврăннă, пуç çинчи çÿç те кĕмĕл тĕспе сăрланнă. Кушăрканă аллисем çав-çавах çирĕп-ха. Ăс-тăнĕ те çивĕчех темелле. Мĕншĕн тесен пĕр-пĕр паллă куна хăвăртах аса илет. Иртнине куç умне паянхи евĕр кăларса тăратса йĕркипех каласа пама пултарать.

– Терт-нуши те, хуйхи-савăнăçĕ те пĕрлех çÿрерĕç пулас ĕлĕкрех манпа. Вутă та çуртăм, утă та çултăм, вăрман та касрăм, çул тума та хутшăнтăм çамрăк чухне. Качча тухса мăшăрăма салтака, вăрçă хирне ăсатрăм. Шăпах çав вăхăтра пĕр тăван тете тăшмана хирĕç çапăçса пуçне хучĕ. Инке те кĕтмен çĕртен пурнăçран уйрăлчĕ. Ăрăва малалла тăсакан икĕ мăнукĕпе (Толя, Таня) анне çеç тăрса юлчĕ. Ирĕксĕрех киле каялла таврăнмалла пулчĕ, – тет иртнине аса илсе Еля аппа.

Кайран хăй те виçĕ ачаллă пулчĕ Е. Баданова. Пĕрин хыççăн тепри сывă та тĕреклĕ ÿсрĕç. 2 ывăлпа 3 хĕр пÿрт-çурта куç тулли илем кÿчĕç. Толя 3 çул çар службинче тăчĕ. Унтан таврăнсан ăна аппăшĕпе асламăшĕн вĕрентес килчĕ. Анчах 1960 çулта ĕç кунĕлле çеç тăрăшнă-çке. Ăçтан укçа тупăн; Кÿрши патне кивçене каçрĕ Еля аппа. Çамрăкăн ĕмĕтне пĕрех татмарĕ.

Пĕрин хыççăн тепри Волгоград облаçĕнчи пĕр хулара тĕпленсе пычĕ çитĕнекен ăру: Маня, Таня, Галя.

– Камышенкăри кĕленче заводĕнче ĕçлет Толя. Пĕринче те пушă алăпа килмест. Пĕлтĕр 30 банка кăмпа тултарнăччĕ. Савăтсем веçех пĕтрĕç. Алăк сашулккине Толя уçсан чун кĕрсех кайрĕ. Тулли банкăсене пушшисемпе улăштарма май пулни савăнтарсах ячĕ,– каласа парать Елена Андреевна.

Тăватшар витре кĕрекен хуранпа кунсерен кăмпа пĕçермелĕх çимĕçне те татаятчĕ вăл. Пĕр хĕрĕ çĕр çимĕçĕ çинчен ятарлă кĕнеке илсе панăччĕ. 300 тĕрлĕ кăмпа çинченччĕ унта. Çавна алăран та ямасчĕ харсăр. Пĕрре вуланине асра тытатех Елена Андреевна.

– Çĕр çинче тăлăх турат пулса юлманшăн Турра тав тăватăп, – тет малалла. – Шăллăм Украина çĕрĕ çинче выртать манăн. Тăшман пульлине пула Тăван çĕр-шыва хÿтĕлесе çавăнта канлĕх тупрĕ. Атте-анне çуртне ывăлĕсене тытса пыма пÿрмерĕ. Çавах вĕлтĕрен айне тумарăм. Кермен пек çуртра пурăнатпăр халĕ. Выльăхĕ те картиш тулли. Кăвакалсем те хур пек пысăк пулчĕç. Пурăнмалла та пурăнмалла пурнăçа. Тулĕк çамрăксем ирĕке кайрĕç. Ялта вĕсен йышĕнчен хĕреслĕ яла вăхăтсăр ăсанакансем пурри пăшăрхантарать. Çĕрлехи “лавккасем” ĕçлени те ачасене пăсăлма пулăшать пулĕ...

Ĕмĕр ĕмĕрлесе пыракан Е. Баданова колхоза малтан çырăнакансенчен йышĕнче пулнă. Пĕрлешÿл-лĕ хуçалăх ĕçне кăмăлтан утнă. Пенсие тухичченхи вунă çулне вара шкулта техничкăра тăрăшнă.

– Хăй вăхăтĕнче манăн асатте чиркÿ старостинче ĕçленĕ. Пурнăçа тĕрĕс пурăнма, ырăпа усала уйăрма сахал мар вĕрентнĕ. Çакă хамран ачасене, мăнуксене куçрĕ. Çавăнпа вĕсен хисепне те курса пурăнатăп, – тет ватă.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика