Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултарулăхĕ пысăк

01 августа 2012 г.

“Раиса Сарпи – паянхи чăваш поэзийĕн çул пуçĕнче тăракансенчен пĕри. Вăл чăваш хĕрĕсемпе хĕрарăмĕсене поэзи тĕнчине уçса параканĕ”, – тет Виталий Станьял. Чăннипех те çапла пулĕ, мĕншĕн тесен Раиса Васильевна тĕрлĕ премие, наградăна тивĕçнĕ.

Раиса Сарпи–поэт, прозаик, драматург, куçаруçă. Вăл–вунă пьеса авторĕ. Унăн “Пĕрремĕш утăмсем”, “Асанне юмахĕ”, “Çăлтăрлă ĕмĕт”, “Пукане качча каясшăн” пьесисене пуканесен, “Калаçар-ха” пьесăна Иванов ячĕллĕ Чăваш академи драма театрĕнче лартнă.

Хăй вăхăтĕнче чăваш кĕнеке издательствин ача-пăча литературин редакторĕнче, “Путене” журналăн тĕп редакторĕнче, пукане театрĕнче ĕçлени,тен, Раиса Сарпие пьесăсем çырма хавхалантарнă.

Пирĕн ентеш, паллă çыравçă, Юхма Мишши хăй вăхăтĕнче ытти авторсене пукане драматургийĕпе кăсăклантарма тăрăшни те, тен, Раиса Сарпие ача-пăча пьесисене кăларма май туса панă;

Пьесăсем çырнипе çеç çырлахмасть пултаруллă çыравçă, чылай драматургсен хайлавĕсене чăвашла куçарать.

Раиса Сарпи çырнă “Çăлтăрлă ĕмĕт” спектакльпе те театр коллективĕ Чĕмпĕр, Пенза, Самар, Оренбург, Тутар, Пушкăрт тăрăхĕсенчи чăвашсем патне çитсе ача-пăчана хавхалантарнă.

Çыравçăн драматургинчи пултарулăхне тишкерес тесе эпĕ “Асанне юмахĕ”, “Çăлтăрлă ĕмĕт”, “Пĕр-ремĕш утăмсем” пьесисемпе паллашрăм. Астрид Линдгрен повеçĕ тăрăх çырнă “Пĕччĕккипе унăн тусĕ Карлсон” пьесăна (ăна Раиса Сарпи куçарнă) вуласа тухрăм. Асăннă хайлавсене ачасем валли çырнă. Çитĕнекен ăрăва çакăн пек пьесăсем питĕ кирлĕ. Вĕсем çăмăллăн вуланаççĕ. Сăнарсен ячĕсем те кăсăклă. Тĕслĕхрен; Эрнепи, Ашапатман, Пĕтчĕр, Джонни, Доллар, Мистер тата ыттисем те.

“Асанне юмахĕ” пьесăри ĕçсем Юмах тĕнчинче пулса иртеççĕ. Асламăшĕ мăнукĕсене Атăл-паттăр Ашапатманпа кĕрешсе ăна çĕнтерни çинчен каласа парать. Шăпах юмахри паттăрсене юратаççĕ те ĕнтĕ ачасем. Вĕсем пек пулма ĕмĕтленеççĕ, тĕс-лĕх илеççĕ. Çыравçă та сăнарсене тĕрлĕ хак парса çырма пултарайнă. Ачасем асламăшне юратни, хисеплени сисĕнет. Ватти те мăнукĕсемсĕр пурăнаймасть. Юмах вĕ-çĕнче асламăшĕ ăрăва тăсакансене мухтать. “Эсир–çĕр-шыв пуласлăхĕ, эсир–унăн хÿтĕлевçисем. Манăн маттурăмсем”, – тет.

“Çăлтăрлă ĕмĕт” юмахри ĕçсем ĕмĕт тĕнчинче пулса иртеççĕ. Илемпи, Ваня, Джонни–ырă сăнарсем. Доллар Мистер–сивлек сăнар, вăл вăрçăшăн çунать. Пьесăн тĕп шухăшĕ – çыннăн усалне çĕнтерсе пырса ырри патне ăнтăлма шут тытни. Çакă вăл–пурнăç тĕшши. Туслăх, пĕр-пĕрне ăнланни, яланах пулăшма хатĕр пулни кирлĕ. “Сана усал тума çуратман. Ăна эсĕ ан ман: май çитнĕ таран çынсене ырă тума тăрăш”,– тенĕ И.Яковлев Аслă Вĕрентекенĕмĕр чăваш халăхне панă халалĕнче. Хайлавра та, пурнăçри пекех, ырри усала çĕнтерчĕ.

“Ташлать те, юрлать çут тĕнче–

Телей çиçет куллинче”,– çакăн пек йĕркесемпе вĕçленет пьеса. Чăнах та, çĕр çинче ырăпа усал хуçаланаççĕ. Ырри вăл малаллах туртать, усалли вара-каялла.

“Пĕрремĕш утăмсем” пьесăра, “Асанне юмахĕнчи пекех”, ĕçсем юмах тĕнчинче пулса иртеççĕ. Пьесăра тĕп сăнарсем, Машăпа Гриша, пĕчĕккĕн ÿсеççĕ. Гриша–селĕпрех, Маша вара ашкăнма юратать. Хăйсем чарусăр пулнипе килти выльăхсене кÿрентереççĕ. Каярах ырă ĕçсем тума пуçлаççĕ: чăхпа та, ĕнепе те туслашаççĕ, пĕр-пĕрне ăнланма тытăнаççĕ. Амăшĕ те мухтать ачасене çавăншăн.

Çĕр çинче савăнса, юратса, туслă пурăнмалли çинчен çырса кăтартать те ĕнтĕ Раиса Сарпи “Пĕрремĕш утăмсем” юмахĕн-пьесинче.

Çынпа çын хушшинче туслăх пулсан пурнăç илемлĕрех те, тикĕсрех те, савăкрах та.

Раиса Васильевна Сарпин пуян шухăшлă, ăш пиллĕ пьесисем вулакансен чунне хускатаççĕ, сăпайлăха, ырăлăха вĕрентеççĕ.

Ентешĕмĕрĕн пьесисене вулама çăмăл, сăмахĕсем чуна çывăх. Сарпи хайлавĕсем çынсен чун-чĕрине хускатса пĕрре савăнтараççĕ, тепре пăлхантараççĕ.

Ача-пăча валли çырнă пьесисем юратупа туслăха, çынлăха, пурнăçа упрама вĕрентеççĕ.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика