Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вырăнти ăстасен вăйĕпе пуçтараççĕ

01 августа 2012 г.

Вăхăтĕнче ырми-канми ĕçшĕн Ленин орденне илме тивĕçнĕ “Гвардеец” колхоз ытти культурăсене çитĕнтерсе илнипе пĕрлех сухан-севок акса тăвассин вăрттăнлăхне районта чăн малтан алла илнисенчен пĕри пулнă.

Çĕнĕлĕхе пуçласа хăйсен анисем çинче эксперимент тума пуçлани хĕрĕх çул та çитет ĕнтĕ. Малтанласа ăна хуçалăх акса панă та пайсем çине уйăрса пăхса çитĕнтернĕ: çумланă, çăлнă, пуçтарса илнĕ. Пурне те алă вăйĕпе пурнăçланă. Кайран йĕтем çинчи сортировкăра тĕрлĕрен ала шăтăкĕсем витĕр кăларнă. Туçасемшĕн севок ун чухнех вырăнти “ылтăн” шутланнă. Темиçе вунă çул хыçа юлчĕ пулин те, асăннă культурăн хисепĕ кăчухне те чакмасть-ха. Тĕрĕссипе вăл паян та çемьене тумлантарать те, апатлантарать те, çурт-йĕр çавăрма та пулăшать... Çакна шута илсех-ши Туçасем кăçал сухан-севок туса илмелли технологие пысăк çĕнĕлĕх кĕртнĕ. Сăмах май каласан, Çĕнĕ Ахпÿртсем унпа пĕлтĕрех усă кураççĕ-мĕн. Вырăнти конструкторсем тăрăшнипе культурăна ана çинчех лайăх алласа тасатаççĕ. Трактор хыçне вырнаçтарнă пысăк параппана çынсем севока аври-мĕнĕпех тултараççĕ. Кĕпе çăвакан автомат-машинăна аса илтерекен шăтăклă савăт тулсан, питĕ пысăк хăвăртлăхпа çавăрттарса тусанне, çÿп-çапне кăларать. Ун хыççăн сухан вăрлăхĕ шăрçа пек тап-таса пулать. Темиçе çын аллас ĕçе пĕр çын пурнăçлать. Ансат та, меллĕ те темелле. Çак меслетпе канмалли кунсенче И.Еливанов тракторист пулăшнипе (вăл та вырăнти конструктор шутланать) “Тойсинская” çĕр ĕç фирми икĕ гектар çинчи сухан-севока пуçтарса кĕртрĕ. Куллен çирĕмшер çын явăçрĕ ĕçе. Çĕнĕлĕх пурне те килĕшрĕ, тĕлĕнтерчĕ те. Туçара çĕнĕ технологи авторĕсем татах та пур: А. Каргин, Е. Катин, В. Мулюков. Кÿршĕ ялти, Анат Туçари Л. Кузнецовпа Ю. Горшков ăсталанă агрегатпа ĕçлеме тата та ансатрах-мĕн. Вĕсен технологийĕпе алланă пахча çимĕçе çийĕнчех михĕсене тултарсах пыраççĕ.

Хуçалăхра пĕрчĕллĕ культурăсем 600 гектар çитĕннĕ. Çанталăк ăшă та шăрăх тăнине кура вĕсем пĕрин хыççăн тепри ĕлкĕрсе пыраççĕ. Хальхи вăхăтра ĕç шавĕ ыраш уйĕнче. С. Шашкинпа В. Марков комбайнерсем (пулăшуçисем П. Салмин, О. Табаков) типĕ кунăн кашни сехечĕпе туллин усă курма тăрăшаççĕ. Ĕçе хăвăртлатас тĕллевпе ăна икĕ сменăпа йĕркеленĕ. Чылай чухне “хурçă утсем” çур çĕрчченех ĕçлеççĕ.

– Халĕ ялта хуçалăхра тăтăшах ĕçлекенсене тупма та çăмăлах мар. Кашнийĕ хăйĕн çĕрĕ çинче тăрмашать. Çапах та уйрăм хастарсен пултарулăхĕпе, тăрăшулăхĕпе усă курса вырмана вăраха ямасăр вĕçлесшĕн. Çавăх вăхăтра кĕрхи культурăсен никĕсне те хывса хăвармалла. Кăçал ăна 200-250 гектар акасшăн. Çавăнпа та ытти ĕçсемпе пĕрлех çĕр хатĕрлесси те тĕп вырăнта, – каласа парать хăйсен ĕçĕ пирки хуçалăхăн агрономĕ Г. Жуков.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика