Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç условийĕсем лайăхланаççĕ

04 августа 2012 г.

Анат Туçари “Звезда” ял хуçалăх предприятийĕн ĕне ферми çумĕнче иртнĕ уйăх варринче çуллахи лагерь туса хута ячĕç. Вăл тăватă гектар лаптăк йышăнать. Кăчухне çакăнпа халăха ытла тĕлĕнтереймĕн темелле. Мĕншĕн тесен, ĕне выльăхсене ĕлĕкех те чылай колхозсемпе совхозсем çуллахи тапхăрта хире е пыллăхĕсене кăларнă.

Анчах кунти пач уйрăлса тăрать. Хуçалăх ертÿçи Валерий Кузнецов пĕлтернĕ тăрăх, районта хальĕхе çакнашкал лагерь тек çук, республикăра та темиçе çĕрте кăна. Тĕп уйрăмлăхĕ вăл дояркăсем валли лайăхрах условисем туса парасси иккен. Ĕнесене кунта сĕт блокне илсе кĕрсе сăваççĕ. Унта вара алла витре тытмалла мар, йывăр флягăсене те йăтăрламастăн. Аппаратпа сунă сĕт тÿрех ятарлă пăрăхсем тăрăх тăватă тонна вырнаçакан танкера пухăнса тăрать, туххăмрах виçĕ градус таран сивĕнет. “Витере сунипе танлаштарсан, кунта ĕç çĕр хут та çăмăлрах пулĕ”,– шÿтлеççĕ дояркăсем.

Çуллахи çак лагере тума хуçалăх банксенчен кивçен укçа илсе икĕ миллион тенкĕ тăкаланă. Ижевскинче туяннă танкер хăйех 350 пин тенкĕ тăрать. Ытти ĕç хатĕрĕсемпе оборудовани те йÿнĕ мар.

Лагерьте ĕнесене симĕс курăк çулса тăрантараççĕ, шывĕ те, тăварĕ те юнашарах. Халĕ кунне кашни ĕнерен 18 литртан кая мар сĕт суса илеççĕ. Блок текенни – 200 ĕне валли. Çывăх вăхăтра хуçалăх та йыша çак кăтарту патне çитересшĕн.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика