Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ĔМĕТЛЕНЕçĕ, çĕНТЕРЕççĕ

07 июля 2012 г.

Кивĕ Ахпÿрт шкулĕнчи çул-йĕрĕн çамрăк инспекторĕсен çуллахи каникулта та пушă вăхăт çук. Ра-йонти конкурсра çĕнтернĕ хыççăн вĕсем çĕнĕ вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕнче республикăна кайма хатĕрленеççĕ. Унччен вара тренировкăсем ирттереççĕ. Çакă пĕрре те çăмăл мар. Теори ыйтăвĕсене хуравланисĕр пуçне çул-йĕр паллисем лартнă “хулара” велосипедпа çÿремелле. Çамрăк инспекторсен йышлă автотранспорт хушшинче те çухалса каймалла мар.

– Ачасен хăйсен те интересĕ пысăк. Пĕр хутчен çеç хÿтĕлеместпĕр район чысне республикăра. Раççей шайĕнчи ăмăртусене хутшăнни те пулнă. Çамрăк инспекторсем хăйсене çирĕп тытаççĕ. Конкурс вăхăтĕнче чăн трасса çине кăлараççĕ вĕсене. Кирек хăш автотранспорта та чарма ирĕк пур. Хăйсен тивĕçĕсене пурнăçлама пултарайни пире савăнтарать, – тет физкультура учителĕ П. Рыбкин.

Пуçласа 1995 çулта район чемпионĕ пулнă вĕренекенсем. 1997 çулта вара республикăра та çĕнтернĕ. Ун хыççăн Дон çинчи Ростова кайнă. 89 регионтан пынă ачасен хушшинче çухалса кайман. Денис Рыбкин велосипед салатса пуçтарассипе пĕрремĕш вырăн йышăннă. Марина Пыркина автохулара велосипедпа ярăнса мала тухнă. Агитбригада улттăмĕш вырăнпа савăнтарнă.

Çамрăк çул-йĕр инспекторĕсен “çул çÿревĕсем” видеокассетăсенче упранаççĕ. Краеведени музейĕнче те паха документсем пур. Конкурссенче тупăшса çĕнсе илнĕ кубоксене, значоксене, дипломсене, грамотăсене, эмблемăсене кашни вĕренекен тытса пăхма пултарать. Мĕн чухлĕ парнене тивĕçнĕ тата! Икĕ велосипед, тĕрлĕ тĕспе кăтартакан телевизор, палаткăсем...

Çакăнтан ачасен малашлăх çулĕ уçăлнине те палăртмасăр иртме çук. Женя Арланов, Денис Рыбкин, Саша Кошкин, Дима Андреев тата ыттисем те çийĕсене полици тумĕсене тăхăнчĕç.

Çамрăк инспекторсен командине лекес текенсем йышлă. Анчах унта чи пултаруллисене, чи тавçăруллисене, чи çаврăнăçуллисене, чи хастаррисене çеç илеççĕ. Район чысне ку хутĕнче Толя Федоров, Антон Арланов, Настя Кошкина, Стелла Курицына хÿтĕлеме тивĕç пулчĕç. Районти конкурсран чăрмавсăр каçрĕç вĕсем.

Çитĕнÿ вара хăй тĕллĕн пулмасть. Шкулта база пурри те хăйне кура çăмăллăх кÿрет. Ăмăртăва хутшăнмалли тумсем ятуллă.

П. Рыбкин ĕçне те вырăна хураççĕ. Вăхăтĕнче Раççейри патшалăх çул-йĕр инспекцийĕн управлени начальникĕн А. Кирилловăн аллинчен тав çырăвĕ илме пултарни хăй çеç мĕне тăрать! 30 çул педагогра ĕçлекенĕн ăсталăхĕ туптансах пырать.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика