Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çухалса каймарĕç

07 июля 2012 г.

Куславкка районĕнче республикăри географи учителĕсен çуллахи туристпа краеведени слечĕ иртрĕ. Раççей историйĕн çулталăкне халалланă Атăл хĕрринчи “Манăн пĕчĕк çĕр-шывăм” тупăшăва республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен чылай команда килнĕ. Ăмăрту комиссийĕ лайăхран лайăххисен ĕçне вырăна хурса хакларĕ. Пирĕн районтан çак чыса Туçари вăтам шкулти Л. Карягин тивĕçрĕ. Леонид Александровичăн методика ĕçĕпе тунă презентацийĕ пурин кăмăлне те кайрĕ.

Патăрьел команди тупăшура та çухалса каймарĕ. Автор юррипе, викторинăра, спорт ăмăртăвĕсенче, туризм çул çÿревĕнче малта пырса пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Район чысне И. Тихонов, В. Башмаков, Л. Карягин, И. Тихонова, А. Кузнецова, Н. Янаслова вĕрентекенсем хÿтĕлерĕç. Çакăн хыççăнах педагогсем Йĕпреç тата Шăмăршă районĕсенчи вĕрентекенсемпе пĕрле “Чăваш вăрманĕ” наци паркĕнче “Экологи сукмакĕпе” семинар ирттерчĕç. Калаçăва хастар хутшăнса çут çанталăка сыхласа хăварас ыйтусемпе тĕрлĕ сăнав ĕçĕ ирттерчĕç, малашне пĕрле пурнăçламалли ĕçсене палăртрĕç. Çуллахи каникул вăхăтĕнче ăс пухмачне мĕн пуçтарăнни веçех çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче ачасем патне çитĕ. Хăйсемшĕн çеç мар, çитĕнекен ăрушăн та интереслĕ пулĕç курни-илтнисем.

 


Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика