11 июля 2012 г.
КĂЧУХНЕ ялсенче качака усракансем йышланчĕç. Çулĕпе шултăраланнисем те ÿркенмеççĕ, паха сĕчĕшĕнех ăна кил хуçалăхĕнче ĕрчетеççĕ. Вăрăм сухаллă ăратлă выльăхсем Пăлакассинче те сахалах мар. Чылайăшĕ вĕсенчен кĕтĕве çÿремест, хуçисем вĕсене курăк-çаран çине кăкарса тăрантараççĕ. Йăрăрах та чĕрĕреххисем вара çынсен çурчĕ умне те пырса çапма именмеççĕ иккен. Тăрать вара çакскер кунĕпе макăрса, ватă çынсен хăлхине йăлăхтарса. Шăп çакăншăнах кинемей пĕр арçынран “кучченеç” те тутаннă иккен. Ара, камăн хăйсен тирпейлĕ умне выльăха çăртарса пĕтерес килтĕр-ха; Ватă çын çак пăтăрмах хыççăн ирĕксĕрех пакунлисенчен пулăшу ыйтма кайнă та.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)