Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аннеçĕм пурăн ĕмĕр, эпир санпа телейлĕрех

11 июля 2012 г.

Сăлтавсăрах тĕпел кукринчен алăк патнелле уткаларĕ Елена Михайловна, вырăнсăр çакăнса тăракан саппунĕпе тутăрне шифоньера чикрĕ, халиччен тытман вырăнне сарса пуçтарчĕ. Йышлă хăнасене кĕтет мар-и-ха паян. Аслă ывăлĕсемпе хĕрĕсем çитмелле. Тĕпри Оля кинĕ те газ духовкинчен çăкăр, кукăль черетлесе пĕçерсе кăларчĕ. Ытти çимĕç те хатĕр.

Çывăхран та çывăх, тăванран та тăван вырăнне хурать мăшăрĕн тĕпренчĕкĕсене Кивĕ Ахпÿртри Е. Салмина. Тăватă ачаллă çынна качча тухнăччĕ вăл. Амăшĕсĕр юлнăскерсене питĕ шелленĕччĕ. Пĕри те пурнăç çулĕ çине тăман. Ирпе икĕ ывăлпа икĕ хĕре шкула кăларса ямалла. Апат çитермелле, çи пуçне питĕрмелле. Алса-чăлха çыхмалла. Ун чухне хальхи пек пурне те лавккана кайса туянман. Укçи те пулман, таварĕ те çитмен. Пÿрт-çурта вутăпа хутса ăшăтнă, каланккара апат пĕçернĕ. Çавах Елена Михайловна фермăна ĕне сума çÿренĕ.

Пурăна киле çемьене пĕрлештерекен тепĕр ывăл ача çуралнă. Анчах ашшĕн кун-çулĕ кĕске пулнă. Вăл та ачисен паянхи телейлĕ пурнăçне курса киленеймен.

Çемьере виçĕ ывăл çитĕннĕ. Е. Салмина кашни ачин малашлăх шăпи пирки тĕплĕн шутлать, пĕрерĕшĕ аслашшĕ-асламăш тĕп çуртне тытса пырĕ тесе ялта урăх плант шырать. Çурта вара халĕ Олег тытса пырать. Унăн пĕр ача çитĕнет. Уявсенче тĕп киле йышлăн пуçтарăнаççĕ. Асанне-кукамай текеннисем те пĕрлех. Ăшпиллĕ калаçу вăраха тăсăлать. Елюк аппан кĕрÿшĕсемпе кинĕсемсĕр пуçне тăванĕсем те тĕп йăвана килеççĕ. Чăвашла манмаççĕ-ха, “анне” тесе çăвар туллин, çемçен, тав тунăн, сывлăх суннăн, мăнаçланса чĕнеççĕ. Кашниех, ашшĕн пысăк хуйхине пусарма пулăшнăшăн, çурма тăлăхсене хÿтлĕх парса ÿстернĕшĕн çĕре çити пуç таять, чыспа килнĕ парнине пăхса ÿстернĕ амăшĕн чĕрçи çине хурать...

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика