Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçĕ – чун киленĕçĕ

23 июня 2012 г.

Елчĕк почтамчĕн Туçари почта çыхăну уйрăмĕн алăкĕ самантлăха та хупăнмасть. Пĕрисем хаçат-журнал туянма кĕреççĕ, теприсем электроэнергипе, газпа усă курнăшăн татăласшăн, виççĕмĕ-шĕсем кĕсье телефонĕ çине укçа хума ыйтаççĕ. Çырăнтару вĕçлениччен районти “Авангард” хаçата иккĕмĕш çур çуллăха илсе тăма подпискăна тăсас текенсем те пур, тавар туянаканăн кăмăлне те тупмалла. Пурин ыйтăвне те туллин тивĕçтерме тăрăшать О. Телегина заведующи. Ĕлкĕрейменнисене Г. Уткина пулăшуçи пурнăçлать. Никам та кăмăлсăр тухмасть кунтан. Черет кĕтсе тăрасси те çук. Тĕрлĕ çын килет мар-и. Ватăсем электроэнергипе газшăн тÿленĕ чухне цифрăсене уйрăм хут çине çеç çырса килеççĕ. Вĕсене те ăнланать Ольга Васильевна. Çийĕнчех пулăшать. Лавкка евĕрех вĕт халь çыхăну уйрăмĕ. Кирлĕ таварсем суйласа илме сĕнет. Кĕпе çумалли порошок, супăнь, шампунь, шăл тасатмалли паста, çĕр улми çине сапмалли наркăмăш, ручка, кăранташ таранах пур. Пĕр кинемей, акă, сехет йĕппиллĕ вылямалли теттесен пуххине илчĕ. Шкула кайиччен мăнукне вăхăт пăхма вĕрентесшĕн. Ытти вара хăйăр купи çинче киленме аван.

Уйрăмра пилĕк почтальонка. Вĕсем пĕринчен тепри харсăр. Козловка-Пăлакассине хаçат-журналпа, пенси укçине тивĕçтерекен Е. Каргина пирки хаçат редакцине тав туса çырнă çыру та килнĕччĕ. Чылай çăмăллăх кÿрет иккен вăл ватăсене. Вĕсен ыйтăвĕсене пурнăçлама нихăçан та хирĕçлемест. Елчĕкри почтамт ертÿçисем те туйнă çакна. Ахальтен мар Елизавета Николаевнăна велосипед парнеленĕ. Инçе çула çывăхлатма майлах унпа.

– Гальăсем виççĕн эпир. Телегинăпа иксĕмĕр Туçа ял халăхне хаçат валеçетпĕр. Виноградова вара Вăтаелне. Почтальонкăсенчен ĕç ста-жĕпе кĕçĕнреххи Рита Каргина. Вăл та çырăнтарăва ыттисемпе пĕр вăхăтрах пурнăçлать,– калаçать Г. Уткина.

1379 экземпляр хаçат-журнал килсе тăрать уйрăма. Вăл шутра районти “Авангард” – 271. Район хаçачĕ мĕн пур çырăнтарăвăн 20 проценчĕ чухлĕ пулни савăнтаратех.

– Çырăнтару планĕ пур пирĕн. Ăна çулленех тултаратпăр. Кăмăлтан пурнăçлатпăр çак ĕçе. “Авангард” хаçата çырăнма хистесси çук. Хăш-пĕр çемье ытларах вулама юратать. 5-6 экземпляр хаçат-журнал илсе тăраççĕ. Н. Думилин, акă, 8 çырăннă. И. Сатаровпа П. Мулюков çемйи те хаçат-журналпа туслă,– хушса хурать Ольга Васильевна.

Ĕçри йывăрлăхсене уççăн палăртасшăн пулмарĕ вăл. Çамрăксем çырăнтарăва япăхрах хутшăннине пытарма кирлех те мар. Компьютер илĕртет вĕсене. Хăш-пĕр педагогсем те хаçат сахалрах çырăнаççĕ. Класс сехечĕсем ирттернĕ чухне район хыпарĕсене шĕкĕлчемесен те юрать теççĕ пулас.

34 çул çак ĕçре тăрăшать О. Телегина. Малтанхи вăхăтрипе танлаштарсан, ĕçĕ чылай кăткăсланнă. Çавах пуçне усмасть. Компьютера та алла илчĕ. Уйăхсерен 50-60 пин тенкĕлĕх тавар сутаççĕ. Миçе фирмăна çеç отчет памалла мар-ши уйăх, квартал, çулталăк вĕçĕнче.

– Ĕç – чун киленĕçĕ, – теççĕ почтальонкăсем. – Пире вулакансем, ватăсем куллен кĕтеççĕ. Вĕсемпе хамăрăн та кăмăл уçăлатех. Çынсене малашне те ырă тăвасчех-ха.

Çакă вара пуриншĕн те кăмăллă.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика