Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туçара – Варнава митрополит

14 июня 2012 г.

Чăваш Ен тата Шупашкар митрополичĕ Варнава Туçари çветуй Тройцă ячĕллĕ чиркÿре служба ирттерчĕ. Унта пиллĕкмĕш округ благочиннăйĕ Сергий атте тата таврари чиркÿ настоятелĕсем хутшăнчĕç.

Хаклă хăнана район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов кĕтсе илчĕ. Варнава Митрополит Туçана ахальтен килмен: шăпах 20 çул каялла кунта чиркÿ уçăлнă. Малтан вăл йывăçран кăначчĕ, халĕ яла Патăрьел енчен пырса кĕнĕ çĕрте кирпĕчрен тунă çурт мăнаçлăн ларать.

Вырсарни кунхи ирхи кĕлĕ хыççăн çывăх вăхăтрах вырнаçтарма палăртнă куполсене çветит турĕç, унтан пуçтарăннă халăхпа пĕрле хĕреслĕ çула утса тухрĕç.

Служба вĕçленнĕ хыççăн Туçа чиркĕвĕн настоятелĕ Николай протоиерей Варнава митрополита Юхмапа Пăла тăрăхне килнĕшĕн, кĕлĕ ирттернĕшĕн тав турĕ, унăн сывлăхĕшĕн кастарнă праçвере пачĕ. Владыка та Николай атте яваплăха туйса тăрăшнине, кĕлĕ çурчĕн территоринче тирпейлĕх хуçаланнине палăртрĕ.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика