Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ĔçЛĕ çЫН ĕМĕРТЕН ХИСЕПРЕ

16 мая 2012 г.

Çулсем малалла шунăçем вĕсене тишкеретĕн, хаклатăн. Кивĕ Ахпÿртри Социализм Ĕçĕн Геройĕ ята тивĕçнĕ Н. Каргинăн вара аса илмелли пушшех те нумай. Шухăш çăмхи сÿтрĕлсе кайсан таçта та çитет, хыçа тăрса юлнă самантсене пĕрин хыççăн теприне шĕкĕлчет.

Ачалăхĕпе яшлăхĕ, фермăра вăй хунă вăхăтсем пĕрин хыççăн тепри куçĕ умне тухаççĕ. Вăл пĕчĕк чухне тăраниччен çерем тăрăх чупса, выляса-кулса çÿреймен, çумне куршанак ир çыпăçнă.

Кивĕ Ахпÿртри тăватă класлă шкултан вĕренсе тухнă хыççăнах арçын ача колхозра ĕçлеме пуçланă. Лаша хăмăтĕнчен кăшт çеç çÿллĕскер вăкăр кÿлсе хире кайнă, сÿреленĕ, акнă... Кунĕпе тар тăкса ĕçленĕшĕн пĕр килограмм çăкăр панă. Эрнере иккĕрен кая мар Сăкăт вăрманĕнчен шĕшкĕ турачĕсене турттарнă. Полеводра тăрăшакан ашшĕне, Василий Михайловича, шăпах вăрçă пуçлансан колхоза ертсе пыма шаннă, апла пулин те ывăлĕ ыттисемпе пĕр тан хĕвелпе пĕрле тăрса хире тухса кайнă та çăлтăрсем çутăлсан çеç таврăннă. Килне çитсен çăпата тунă, ăна пасарта сутнă. 1943 çулта çывăх çыннине Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине кайма ят тухсан йывăрлăхĕсем тата та ытларах хутшăннă. Аппăшĕпе икĕ йăмăкĕшĕн, амăшĕшĕн мăйăх та шăтса ĕлкĕреймен ача çитĕннĕ арçын шутланнă. Кил хуçине кĕтсе илеймен мăшăрĕпе ачисем. Вăл Эстони çĕрĕ çинче ĕмĕрлĕхех куçне хупнă.

Сана йывăр-и, çăмăл-и – вăхăтшăн пĕрех. Кунпа каç, хĕвелпе уйăх улшăнса çеç тăраççĕ. Кивĕ Ахпÿрт каччин те салтак аттине тăхăнма ят тухать. Чăвашсен йăли-йĕркипе 1952 çулта ăсату каçне йĕркелеççĕ, сĕт çулĕпе кайса çу çулĕпе таврăнма пиллеççĕ. Н.Каргин çар тивĕçне Украинăра артиллерист пулса пурнăçлать.

Çĕр-шыв умĕнче тивĕçне пурнăçланă хыççăн та Николай Васильевич ют тăрăхра телей шырас темен. Салтак тумне хывнă хыççăнах колхозра ĕçлеме пуçланă.

Ăçта çамрăклăх, унта юрату. Шăпа каччăна Татмăш хĕрĕпе, Е.Лукинапа, паллаштарнă. Елена Макаровна (вăл халĕ пирĕнпе юнашар çук ĕнтĕ. Йывăр тăпри çăмăл пултăр.) пĕр тĕл пулура кун пирки акă мĕн каласа кăтартнăччĕ: “Инкесем патне (Н.Каргинăн аппăшĕ патне) тăвансем мана салтак курма тесе ирĕксĕр тенĕ пек илсе килчĕç. Çавăн чухне Миккульпе кăштах калаçкаларăмăр. Кайран туслашрăмăр».

Куç хывнă пикене Николай Васильевич алăран вĕçертес темен. Хĕллехи пĕр кун амăшĕпе тата тăванĕпе пĕрле Татмăша çу-халнă «пушмак пăрăва» шырама кайнă.

Çăварни эрнинче Каргинсем туй кĕрлеттернĕ. Килĕштерсе те пĕр сăмахра юнашар 50 çул ытла пурăннă. Савăнăçне, хуйхине пĕрле пайланă, тăватă ача çуратса ÿстернĕ, телей пиллесе пурнăç çулĕ çине кăларнă, икĕ хутчен çурт çĕкленĕ. Шел пулин те, çулталăк çурă каялла Лена аппа çĕре кĕчĕ.

Патвар та маттур, вăйĕ вĕресе тăракан арçынна колхоз ертÿçи те сăнаса тăнă-тăр çав. 1959 çулта А.Кошкин председатель Н.Каргина хăй патне чĕнсе илет те Украинăра сыснасене йышлă усраса патшалăха сутни пирки каласа парать, Кивĕ Ахпÿртре те çапла май тума пуррине, ку ĕçе ăна шаннине пĕлтерет. Пушă тăракан лаша витине платниксем юсаса тирпейлеççĕ, валашкасем, шыв ĕçмелли хатĕрсем вырнаçтараççĕ. Малтанах Николай Васильевич 50 пуç сысна пăхнă, кайран шучĕ çĕре çитнĕ, иртнĕ.

Сакăр яла пĕрлештерекен “Гвардеец” колхоз йĕркеленсен “тилхепине” М.Долгова шанса панă. Михаил Герасимович та выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе кăсăкланнă. Украинăна кайсан вăл пысăк вите проектне тупса килнĕ. Таврăнсанах çавăнти пек хуралтă тутарттарнă. Н.Каргин вара 500 сысна самăртма тытăннă.

– Пĕр пухура Украинăри выльăх пăхакан Чиж хушаматлă çыннăн мелне хамăр патăрта ĕçе кĕртесси пирки сăмах пуçарчĕç. Килĕшрĕмĕр. Чи малтанах Илья Каргинпа, унтан Феоктис Мальцевпа, Николай Антиповпа ĕçлеремĕр. Çакăн хыççăн мана ялта “Чиж Миккуль” тесе чĕнме пуçларĕç, – аса илет ветеран. 1966–1968 çулсенче сыснасен талăкри ÿт хушаслăхĕ 600–700 грампа танлашă. Пысăк кăтартусемшĕн ăна КПСС XXIII съездчĕн делегачĕ пулма суйланă. Паян та çак вăхăта вăл хумханмасăр аса илеймест:

– Мускавра икĕ эрне пурăнтăм. Унта пурте мăшăрĕсемпе пынă. Эпĕ çеç пĕччен. Манăн та арăма чĕнсе чĕнсе илме тиврĕ. Ăна майра кĕпи тăхăнтартса Канаша çити тин çеç туяннă колхоз самосвалĕпе леçсе янă. “Социализм Ĕçен Геройĕ” ята Кремль залĕнче Подгорный пачĕ, Ленин орденĕ çакса ячĕ. Чĕрем сиксе тухасла тапатчĕ... Ара, мĕн пысăкăш чыс вĕт!

Сăмах май, Николай Васильевич Раççейĕн тĕп хулинче 1962 çулта та М.Долговпа пĕрле Лужники залĕнче ирттернĕ зонăри канашлăва хутшăннă, ун чухнехи çĕр-шыв ертÿçине Н.Хрущева “Гвардеец” колхоз хирĕнче лаша пĕккинчен та çÿлĕрех çитĕннĕ кукурузăна парнеленĕ. Вăл вара вĕсене: “Молодцы, ребята! – тесех алă тытнă-мĕн.

“Гвардеец” колхоз салансан Ĕç Геройĕ “Южное” сысна комплексне çÿреме пуçланă, пилĕк çул ĕçленĕ.

Çулĕсемпе çамрăк мар пулин те Николай Васильевич çулленех Кивĕ Ахпÿртри культура çуртĕнче район шайĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешессипе ăмăрту йĕр-келет, çамрăксене спортпа туслаштарассишĕн чунтан тăрăшать. Туçари Çветтуй Троица ячĕллĕ чиркĕве те нумай пулăшать. Ыр кăмăллăх вĕсен йăхран – йăха куçса пырать тесен те йăнăш мар. Мĕншĕн тесен Н.Каргинăн ашшĕ вăхăтĕнче комсомолецсемпе хутшăнса Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи валли самолет тума 25 пин тенкĕ панă.

– Эпир çамрăк чухне тĕрлĕ вăйă выляттăмăр, ăмăртмалла чупаттăмăр. Кĕрешме вара Каргин Агафон тете вĕрентетчĕ. Çитĕнекен ăру халь урама тухсах каймасть: компьютер е телевизор умĕнче ларать. Уçă сывлăшра ытларах пулмалла тесшĕн эпĕ, – тет пăшăрхануллăн Миккуль тете.

Николай Васильевича тăван тăрăхра та, кÿршĕ ялсенче та сума сăваççĕ: чунĕпе ырă пулнăшăн, мăн кăмăлланманшăн, йывăр чухне пулăшнăшăн. Пĕл-тĕр Н. Каргина “Кивĕ Ахпÿрт ялĕн хисеплĕ Гражданинĕ” ята панă.

Ĕç Геройĕ Н. Каргин 80 çул тултарнине Кивĕ Ахпÿртри Культура çуртĕнче паллă турĕç. Николай Васильевича саламлама зал тулли халăх пуçтарăнчĕ: икĕ хĕрĕпе икĕ ывăлĕ, кинĕсемпе кĕрÿшĕсем, 12 мăнукĕ, тăванĕсем, пĕрле ÿснĕ тантăшĕсем, кÿрши-арши. Юбиляра район администрацийĕн ĕçсен управляющийĕ С.Торговцев саламларĕ, парне пачĕ. Çавăн пекех Туçа ял тăрăх пуçлăхĕ Н.Перепелкин, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем П.Перепелкинпа В.Мальцев, социаллă хÿтлĕх пайĕн заведующийĕ Н.Никитина, Çветуй Троица ячĕллĕ Туçа чиркĕвĕн настоятелĕ Николай атте тата ыттисем те нумай çул пурăнма ăш сăмахсем каларĕç.

Савăнăçлă мероприятие Шупашкартан килнĕ тата вырăнти артистсем илем кĕртрĕç.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика