Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «ÇАВРАçИЛ» ПРЕЗЕНТАЦИЙĕ

07 апреля 2012 г.

Сăмахăм – Анат Туçа ялĕнче çуралса ÿснĕ, тивĕçсĕр манăçнă ентешĕмĕр Геннадий Александрович Пласкин писатель çинчен. 1938 çулхине 7 класс пĕтернĕ яш Патăрьелĕнчи педучилищĕне çул тытать, хыççăн хальхи Комсомольски районне кĕрекен Тутар Шуртут ялĕнче ачасене вĕрентет. 1942 çулхине вара ăна Совет Çарне илсе каяççĕ. Сахал мар çапăçусене хутшăнать. Салтакра та çырас ăсталăхне ÿстерсех пырать, çар хаçачĕсенче унăн тĕрленчĕкĕсем, калавĕсем тăтăшах пичетленеççĕ. 1945 çулхине вара ăна, учитель пулнă май, киле яраççĕ. Чылай орден-медале тивĕçнĕскер таврăннă хыççăн малтан учительре, каярахпа Патăрьел район хаçатĕнче яваплă секретарьте, “Коммунизм ялавĕ” (хальхи “ Хыпар”) хаçатра литература сотрудникĕнче ĕçлет.

Анчах та ăна халиччен пухнă ăс çителĕксĕр пек туйăнать. Çавна май 1947-51-мĕш çулсенче Шупашкарти педучилищĕре пĕлÿ пухать. Вĕренсе пĕтернĕ хыççăн пултаруллă йĕкĕте учительсен пĕлĕвне ÿстерекен института хăвараççĕ. Кунта ĕçленĕ хушăра Селезневпа пĕрле “Вăтам шкулăн улттăмĕш-çиччĕмĕш класĕсенче литературăна вĕрентмелли мелсем” тата Наум Любимовпа хутшăнса “Чăваш литература чĕлхин хăш-пĕр ыйтăвĕсем тавра” кĕнекесем çырса хатĕрленĕ. Çав вăхăтрах республикăри хаçат-журналпа тачă çыхăну тытнă, калавсем, очерксем, критика статйисем, тĕрлĕрен пьесăсем калăпланă.

Пĕр вăхăт Г. Пласкин “Ялав” журналта яваплă секретарьте тăрăшнă, Чăваш кĕнеке издательствинче илемлĕ литература редакторĕнче ĕçленĕ.

Иртен пуçласа каçчен статьясем, заметкăсем çырма тивнĕ. Çав-çавах вăл литература ĕçĕпе ларма та вăхăт тупнă. Халиччен калăпланă “Этем телейĕ”, “Пирĕн ентешсем – Перемышель паттăрĕсем”, “Шурă хурăн айĕнче” тата ытти кĕнекесем çумне сыпăк хушса çырнă “Çавраçил” роман хутшăннă. Романри ĕçсем автор çуралса ÿснĕ ялта пулса иртеççĕ, геройсем – унăн çемйи тата ял халăхĕ. 1993 çулта кун çути курнăскерĕн вĕçне автор “Пĕрремĕш кĕнеке вĕçĕ” тесе çырнă, иккĕмĕш кĕнеке вара ал çырăвĕ хальлĕн юлнă.

Çук ĕнтĕ пирĕн хушăмăрта Геннадий Александрович, унпа пĕрле пурнăçăн тĕрĕс марлăхĕсене чăтса ирттернĕ пĕр тăванĕсем те. Анчах та унпа пĕр тăванĕн ывăлĕ Александр Германович Пласкин тăрăшнипе кĕнеке халăх патне çитнине, унăн презентацине ирттерме Анат Туçари Культура çуртне тăванĕсем, унпа пĕрле вĕреннĕ, выляса ÿснĕ, унăн кĕнекипе туслисем пуçтарăнчĕç.

“Çăмăл вуланакан кĕнекесем”, терĕç “Çавраçилпе” паллашнисем. Шел, пурăннă пулсан, тен Геннадий Пласкинăн виççĕмĕш кĕнеки те кун çути куратчĕ. Анчах курнă терт-нуша ăна самаях хавшатнă. Тумхахлă çулпа утса тухнă, пурнăç тăршшĕпе “хура йĕре” пула шар курнă писателĕн ял çыннисем валли хăварнă ырă ĕçĕ вĕсен чĕрисенче яланлăхах упранĕ.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика