Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Илеме туйма вĕрентетпĕр

17 марта 2012 г.

Чăваш халăхĕн çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ, теççĕ. Çак сăмахсем паянхи кун та хăйсен пĕлтерĕшне çухатман-ха.

Туçари вăтам шкулта “Вĕтĕ шăрçа ăстисен” кружокĕ 2004 çултанпа ĕçлет. Унта çÿрекенсен пултарулăхĕпе паллашманни пирĕн таврара юлмарĕç те пулĕ. Вĕтĕ шăрçа тенĕрен, мĕн кăна ăсталамаççĕ унран ачасем! Пĕрисем сулăсем, мăй çыххисем тăваççĕ, теприсем тĕрлеççĕ, виççĕмĕшсем пралук йывăçсем ÿстереççĕ. Ăстасем хăйсен ĕçĕсемпе ытларах шкулта иртекен тĕрлĕ мероприятинче паллаштараççĕ. Районти, республикăри конкурссене те хутшăнаççĕ. Вĕсен пултарулăхĕпе уйрăммăн интересленекен те пайтах. Акă, Патăрьелĕнчи “Евгения” ташă ушкăн ертÿçи ыйтнипе масмак, мăй çыххи тата ытти эрешсем туса панă. Ялти “Сар хĕвел” ача садне парнеленĕ чăваш тумлĕ пукане те хăй илемĕпе илĕртет. Шкулти концертсенче ташлакан чиперккесен тумне те кружока çÿрекенсем ăсталанă япаласем сăн кĕртеççĕ. Района килекен хăнасем те вĕтĕ шăрçаран ăсталанă тухьяллă пуканесене хапăл.

Кружока пуçласа çÿренĕ ачасем шкулпа сыв пуллашрĕç ĕнтĕ. Çав-çавах чун киленĕçне манмаççĕ вĕсем. Аслă класа çÿрекенсенчен чи матурри вара А. Табакова. Вĕренÿре те, ĕçре те малта Аня, çĕнĕрен-çĕнĕ эрешсем шухăшласа кăларса тĕлĕнтерет, тĕрлĕ конкурса хутшăнса малти вырăнсене йышăнать.

Юлашки вăхăтра уйрăмах вĕтĕ шăрçапа канва çине ÿкерчĕксем тĕрлесси вăй илсе пырать. Эпир те хамăрăн кружока çÿрекенсемпе пурнăçран юлас мар тетпĕр. Ÿкерчĕксенче йытăпа хĕрача, мультфильмран, тĕрлĕ кĕнекерен илнĕ сăнарсем тухса тăраççĕ. Вĕсене рамка ăшне вырнаçтаратпăр. Эрешсем ытармалла мар хитре пулса тухаççĕ.

Уявсем çинчен те манмастпăр. Акă, аннесен кунне йĕп чикмелли пĕчĕк минтерсем хатĕрлерĕмĕр. Пĕр енне вĕтĕ шăрçаран тĕрлесе чăваш тĕрри вырнаçтартăмăр.

Кружока çÿрекен ачасем пур çĕре те ĕлкĕреççĕ. Спортра та маттур, олимпиадăсемпе конференцисенче те хастар, ал ĕç тăвас ĕçре те вăр-вар. 7-мĕш класри Т. Перепелкина, К. Виноградова, А. Чувайкина уйрăмах тăрăшуллă: пуçланă ĕçе вĕçлемесĕр чарăнмаççĕ, ыттисем вара вĕсенчен тĕслĕх илеççĕ.

Ачасем пурте пултаруллă. Çумра хавхалантарса, пулăшса тăракан пулсан вара татах та лайăх. Сăмахран, пĕр-пĕр эреш тума е тĕрĕ ÿкерме хатĕрленеççĕ пулсан, эпĕ яланах вĕсен çумĕнче. Ÿкерчĕкне канва çине майлаштарса, шăрçа тĕсне (ача кăмăлне кура) палăртатăп. Вара ача тăрăшнипе асамлă ĕç “çуралать”. Улттăмăш класри А. Заплаткина кĕске вăхăтрах виçĕ, А. Захаровăпа Е. Перепелкина икшер тĕрĕ тĕрлеме пултарчĕç. Чăн-чăн маçтăрсем тесе калас килет. Çавăн пекех улттăмăш класа çÿрекен В. Павлова, М. Сабаева, А. Герасимова, М. Софронова та ĕçченлĕхпе палăрса тăраççĕ. Пиллĕкмĕшĕнчи И. Ямалетдинова, В. Кузнецова вĕсенчен вĕренсе пыраççĕ.

Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче кружока çÿрекенсен йышĕ татах та çĕнелчĕ. 4-мĕш класри А. Шашкина, З. Салмина, А. Никандрова, И. Глинкина, Викторияпа Валерия Николаевăсем хутшăнчĕç. Виççĕмĕшне çÿрекен А. Бельдековăпа А. Сугутскаяна та вĕтĕ шăр-çапа ĕçлеме килĕшет. Пĕри вĕсенчен пĕчĕк тĕрĕсем тĕрлет, тепри мăй çыххи ăсталать.

Ачасем илеме курма, туйма, мĕн курнине хăйсен ĕçĕнче кăтартма тăрăшни мана татах та тăрăшуллăрах ĕçлеме хистет.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика