Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Каялла тавăрасчĕ…

18 февраля 2012 г.

Ачалăх, çамрăклăх, яшлăх... Çаксем пурте шкул пурнăçĕпе çыхăннă. Çын япалине çухатсан çеç унăн хакне туйса илет, теççĕ. Чăннипех те, çапла мар-и вара; Шкулта вĕреннĕ вăхăтсенче епле хăвăртрах çитĕнес килетчĕ! Унтан тухса кайрăмăр та тин ăнланса илтĕмĕр. Мĕнле илемлĕ, шухăшсăр вăхăт пулнă иккен вăл шкулта вĕренни. Каялла тавăрасчĕ... Çук вĕт... Эпĕ алла аттестат илни 33 çул. Манран пурнăçунти хăш вăхăтна каялла тавăрăттăн тесе ыйтсан, пĕр шухăшласа тăмасăрах: “Шкул вăхăтне”, – тенĕ пулăттăм.

Çапах та асамçăсем пурах тĕнчере. Кашни çулах Туçа вăтам шкулĕнче çак вăхăтсене аса илмелли уяв туса параççĕ.

1978 çулта унтан155 ача вĕренсе тухнă. Пилĕк вунă класс пулнă. Эпĕ вара “б” класра вĕреннĕ. Пуçламăш классене Вăтаелне çÿренĕ. 4 класа куçнă çул хальхи икĕ хутлă çĕнĕ шкул хута кайрĕ. Кабинетран кабинета куçса çÿреттĕмĕр. Класс ертÿçи Зинаида Иванова пулнă. Вăтаелĕнчен 35 ача куçрăмăр. Хăшĕсем шухăрахчĕ те, çавăнпа та çирĕп тытни кирлех пулнă.

Кашни ытлари кун линейка пулатчĕ. Иккĕмĕш хут йăлт ачасемпе тулатчĕ. Коридорăн пĕр вĕçĕнче калаçни тепĕр вĕçне илтĕнмесчĕ те. Çавăнпа шкул директорĕ (ун чухне В. Тестов пулнă) рупорпа калаçма тухатчĕ.

“1972 çулта шкулта Пĕтĕм Союзри учительсен конференцийĕ иртрĕ. Шăп пирĕн класс дежурнăйччĕ вăл эрнере. Эпир Маня Ябруковăпа, хĕрлĕ хăю çыхнăскерсем, иккĕмĕш хута хăпаракан картлашка çинче тăратпăр. “Мĕншĕн кунта тăратăр эсир;” – тесе ыйтаççĕ пиртен хăнасем. Эпир, ним шухăшламасăрах: “Ачасене сыхлатпăр, персе анса урисене ан хуçчăр тетпĕр”. Пирĕн шкула мухта-мухта анса кайрĕç вара. Ачасене укçасăрах вĕретнĕ сĕт ĕçтерни тĕлĕнтернĕччĕ вĕсене. Чăнах та питĕ тутлăччĕ çав. Хăш чухне çăкăрне те паратчĕç. Халь темшĕн вĕретнĕ сĕт тути ун пек мар” – аса илет Мария Шайкина.

“Пирĕн ÿсĕмре телевизор сахалччĕ, кĕнеке çав тери нумай вулаттăмăр, класс хаçачĕсем кăлараттăмăр. Ачасем нумай пулни тĕрлĕ конкурс-ăмăртура тупăшăва çивĕчлетме пулăшатчĕ: пĕр-пĕринчен иртес тесе лайăхрах хатĕрленеттĕмĕр.

Кая юлса пыракансене уроксем хыççăн хăварса ăнлантараттăмăр, ват çынсене çĕрле, вăрттăн пулăшма çÿреттĕмĕр, фермăра ĕçлекенсем патне концертпа тухаттăмăр, вулав конференцийĕсем ирттереттĕмĕр”, – аса илчĕç 1974 çулта вĕренсе тухнисем.

Час-часах кивĕ хут, тимĕр-тăмăр пухтаратчĕç. Ăмăртусем йĕркелетчĕç. Пĕр çулхине (халь миçемĕш класрине астумастăп ĕнтĕ) çапла кивĕ хут пухатпăр. Ыттисенчен пит кая юлман, çинерех тăрсан мала та тухма пултаратпăр. Пирĕн класри пĕр ача Вăтаелĕн фермине сыснасене çитерме шăн пулă илсе килнине пĕлтерчĕ. Ăна хытă хутпа чĕркенĕ имĕш. Уроксем хыççăн çавна “вăрлама” кайма шутларăмăр. Пĕчĕк çунасем илтĕмĕр те фермăна çул тытрăмăр. Картун хутсене тиесе лайăх çыхрăмăр та ялпа мар, хир тăрăх, Пăла шывĕ урлă каçса шкула патăмăр, мала тухрăмăр вара.

Комсомола кĕни асра. Малтан шкулта, каярах районта илетчĕç. Алла билет илнĕ хыççăн киле вĕçсе тенĕ пек таврăнтăм. Çул тăршшĕпе миçе хутчен кĕсьерен кăларса пăхман-ши ăна! Киле çитсен аннене савăнтармалла çке-ха. Çитрĕм те – кĕсьере билет çук. Йĕре-йĕре хам килнĕ çулпа каялла чупатăп. Мана хирĕç почтальонка килет. “Мĕн те пулин çухатрăн-им, хĕрĕм;” – тет. Хам хуйхă çинчен каларăм – вăл мана билета тăсса парать. Ман хыççăнах пынă иккен вăл. Билета вара паянхи кун та упратăп. Асăнмалăх...

Мĕн кăна аса илмерĕç пулĕ пуçтарăннисем! Вăтăршар çул пĕр-пĕрне курманнисем куççуль кăлармасăр чăтаймарĕç.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика