Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял-йышра хисепре

21 января 2012 г.

Анат Туçари Зайцевсем кил картишĕнче йышлă вы-льăх тытаççĕ. Сергей Васильевичпа Людмила Ильинична вĕсене ирпе те, кăнтăрла та, каçхине те пĕрле пăхаççĕ. Ирхи ĕçе вĕçленĕ хыççăн çемье апата ларать. Çак вăхăтра тепĕр урамра пурăнакан çын алăк сашулккине шаккарĕ. Пăруланă хыççăн ĕнин сывлăхĕ хавшанă иккен , пулăшу ыйтма килнĕ. С. Зайцев выльăха сиплес ĕçе ветеринари техникумĕнче вĕреннĕ. Унтан хăйĕн пĕлĕвне Хусанти ветеринари институтĕнче малалла тăснă, Краснодарта, Мускав облаçĕнче квалификацине ÿстерекен курссенче пулнă, илнĕ теорине практикăра çирĕплетсе пынă.

Сергей Васильевичăн тивĕçлĕ канăва тухичченхи кун-çулне тишкерме те кăмăллă. Ĕç кĕнеки унăн Тутарстан пĕр районти ветеринари станцийĕнче уçăлнă. Çар тивĕçне пурнăçласан та ăна кÿршĕлле республикăнах илĕртнĕ. Инçе çула çывăхлатса ĕçе çÿреме велосипед пулнă.

– “Южный” сысна комплексĕ уçăлсан, тăван ене таврăнтăм, – каласа парать С. Зайцев. Ун чухне патшалăх шайĕнчи тулли цехсемлĕ витесенче йышлă выльăх ĕрчетнĕ. Сергей Васильевича самăртакан ушкăнпа ĕçлеме шаннă. Ертÿçĕ тивĕçне чыслăн пурнăçланине тĕрлĕ шайри награда та çирĕплетет. Чăваш Республики 60 çул тултарнă май юбилей грамоти панă. Ячĕ вара Хисеп кĕнеки çине кĕнĕ. 1982 çулта Сергей Васильевич Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи пулнă. Хамăр çĕр-шыври комплекссем хушшинче “Южный” темиçе хутчен те мала тухнă, куçса çÿрекен Хĕрлĕ Ялава тивĕçнĕ.

10 çул ытла “Гвардеец” колхозра (каярахпа “Звезда” кооперативра) ферма заведующийĕнче ĕçлени те йĕрсĕр юлман. Ун чухне кунта Л. Долгова, Р. Сверчкова, Н. Солдатова, Л. Крысова, Е. Баранова кашни ĕнерен 5000 килограмм сĕт сăвакансен клубĕнче тăнă.

Тивĕçлĕ канăва тухичченхи биографийĕ вара Патăрьел райповĕпе çыхăннă. Унăн хатĕрлев кантурĕн ертÿçинче ĕçленĕ май çулленех Чулхула облаçне темиçешер тонна тир ăсатнă, шкул ачисене эмел курăкĕ пухса ха-тĕрлеттернĕ. Аш-какай, ытти продукт пуçтармалли умри тĕллевсене пурнăçланă. Юлашкинчен С. Зайцев сĕт пухас ĕçе кÿлĕннĕ.

Сергей Васильевич хисеплĕ мăшăр, ырă атте пулни ăрăва малалла тăсакан икĕ ывăлне пурнăç çулĕ çине йĕркеллĕ кăларни те çирĕплетет. Алеша Мускавра иккĕмĕш аслă пĕлÿ илет. Саша та техникум хыççăн институтра вĕренет. Авланнă-скерсем, аслашшĕпе асламăшне пĕрер мăнуклă тунă. Йăха малалла тăсакансем пур Зайцевсен. Апла пулсан, пурнăçа ахаль пурăнмаççĕ вĕсем.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика