Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «КĂМĂЛА çĕКЛЕТ ПĂЛА»

21 января 2012 г.

Çапла ят панă Гурий Дубров сăввипе Николай Никоноров кĕвĕленĕ Анат Туçасен юррине. Унта юхан шыв кăмăла çĕкленĕрен вăй-хал хушăнса пынине çирĕплетнĕ, кĕркуннепе кĕлетре тыр-пул тулли, сăн-питре хĕвел кулли пулнине палăртнă. Паллă çынсем нумай ялта. Вĕсен шутĕнче Михаил Герасимович Долгов, Илларион Евдокимович Перепелкин Социализмла Ĕç Геройĕсем тата Павел Ефимович Кузнецов Совет Союзĕн Геройĕ пур. Ленин орденне илме тивĕç пулнисем вунпĕр çын. Ялта Путенесем вара хăйсем пĕр тĕнче. Вĕсем çинчен Г. Дубровпа Ю. Перепелкин 2002 çулта “Вĕсем Путене таврашĕ” кĕнеке те кăларнăччĕ. 2004 çулта çак авторсемех “Йăх-несĕл уявне” вулакансем патне çитерчĕç. 2007 çулта Гурий Егоровичпа Юрий Анатольевич “Туя туй пек тăвар-и” кĕнекене пичетлеттерчĕç. Ăна ĕлĕкренпе пыракан йăла-йĕркесене пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн пухса пырса пулас ăру валли упраса хăварас тĕллевпе çырчĕç. Пĕлтĕр вара мухтава тухнă Туçа ял ĕçченĕсене сума суса тепĕр кĕнеке калăпланчĕ. Вăл “Асран кайми” ятлă. Унта çамрăк ăрăва аслисене асра тытма вĕрентекен пай пур. Путенесен ырă пуçарăвĕпе ят-сумлă ĕçĕсем çинчен кăтартнă “Ирхи тĕпел” телепередача та вырăн тупнă. Кĕнекене сăн ÿкерчĕксемпе илемлетнĕ. Çавăнпа ăна вулакансем ăшшăн йышăнчĕç.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика