Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хуçалăх малалла аталанать

14 декабря 2011 г.

Анат Туçана пырса кĕрсен ял варринче тахăш регионтан пахча çимĕç пуçтарма килнĕ пысăк автомашинăна асăрхарăм. “Звезда” ял хуçалăх предприятийĕн ертÿçи В.Кузнецов çавăнтах ĕштеленетчĕ.

– Хĕрлĕ чĕкĕнтĕр сутлăх чылаях пур, çавна парса ярасшăн, –хыпаланать Валерий Леонидович. – Часах пушанатăп.

Ертÿçĕ киличчен правлени стени çинче “Звезда” ял хуçалăх пĕрлешĕвĕн пурнăçĕпе паллаштаракан стендсене пăхрăм. Вĕсенче юлашки çулсенче выльăх-чĕрлĕх отраслĕ мĕнле аталанса пынине пĕтĕмпех пĕлме пулать. Кăтартусем çуллен лайăхланса пыни куç умĕнче.

– Выльăхсăр аталану çулĕ çине тăраймастăн. Çавăнпах ĕнесене те, сыснасене те йышлăн усратпăр. Акă, сăмахран сĕт сутса уйăхне кăна 600–700 пин тенкĕ кĕрет, – тет В.Кузнецов кăмăллăн.

Ĕне-выльăх 380 пуç, вĕсенчен сăвăнаканни – 144. Пĕлтĕр апат тупма пысăк йывăрлăхсем сиксе тухрĕç пулсан та йыша упраса хăварнă: 2 миллион та 200 пин тенкĕлĕх сенаж, комбикорм туяннă. Халĕ куллен пĕр ĕнерен 15 килограмран кая мар сĕт сăваççĕ. Чăнах та, ку пĕлтĕрхинчен кăштах сахалтарах. Валерий Леонидович шучĕпе, пĕр енчен апат пахалăхĕ чаплах пулман, тепĕр енчен çи-телĕксĕр. Выльăхсем хавшанă. Хăшĕ-пĕри йăхмасăр та юлнă. Кăçал çителĕклĕ хатĕрлеме тăрăшнă: 2000 тонна сенаж, 250 тонна утă янтăланă, улăм та çителĕклех. Çавна май ытти кăтартусене те начар тесе калама çук. Ĕне-выльăх талăкра 595 грамм ÿт хушса пырать. 10 уйăхра 402 центнер аш-какай туса илнĕ.

– Сыснасем ĕрчетессипе те аван ĕçлетпĕр. Хуçалăх çурасемпе таврари ялсене тивĕçтерсе тăрать. Хальлĕхе кунта 800 пуç сысна, пĕлтĕрхи кăтартăва 1000 пуçа каялла çитересшĕн.

Ял-йыша çурасем тата 70–90 килограмлă сыснасем ытти çулхисенчен ытларах панă. Пирĕн ферма ăратлăхпа ĕçлет, çавна май 60 пуç аçа сутрăмăр. Палăртнă шая çитеретпĕрех, – пĕлтерет Валерий Леонидович хуçалăх пурнăçĕпе паллаштарнă май.– Выльăхран тупăш илес тесен апат рационне пуянлатса тăма тивет. Кăçал халăхран кавăн пухрăмăр, унпа сыснасене тăрантаратпăр.

Хуть хăçан та витесенче тирпейлĕ, кашни япала хăй вырăнĕнче. Фермăра вăй хуракансен ĕçне çăмăллатас тесе сĕте сунă хыççăнах пăрăхсем тăрăх холодильнике каймалла тунă. Транспортерсене те юсаса çĕнетсех тăраççĕ. Улăма тюкласа витесем патне турттарса хунă, хĕлле инçете çÿресе нушаланмаççĕ.

Ял хуçалăхĕнче пурте пĕр-пĕринпе çыхăннă: выльăх-чĕрлĕх отраслĕ ÿсен –тăрансăр аталанаймасть. Техника паркĕ кивĕ пулсан çур акине те, вырмана та вăхăтра ирттерме çук. “Звезда” хуçалăхра тĕш тыррине те, пахча çимĕçне те акаççĕ. Кунта та кăтартусем начар мар. Хĕрлĕ чĕкĕнтĕр 8 гектарта çитĕнтернĕ, кашни гектартан 150 центнер тухăç илнĕ. Çĕр улми тухăçĕ 170 центнер. Сухан вăрлăхĕ те аван ÿснĕ, ăна пуçтарса кĕртсе упрама хунă. Выльăхсен апат рационне пуянлатас тĕллевпе 70 гектар кукуруза акнă, унтан силос хатĕрленĕ. Кăçал çĕр пайĕшĕн кашнине тÿлевсĕр центнер çурă тырă панă.

Техника паркне кĕрсен мĕн лайăх; Трактор-машина сасси пурри лайăх. Кăçал çеç Т–150, МТЗ–82 тракторсем, утă е улăма рулон тумалли пресс, арманăн авăртакан хатĕрне туяннă. Кивĕрех текеннисене юсасах тăраççĕ. Çур аки валли сÿрелемелли, культиваци тумалли агрегатсене тирпейлесе лартнă та ĕнтĕ.

Халь вăрçă вăхăчĕ те, ун хыççăнхи çулсем те мар. Çавăнпа табель çине патак ларттарассишĕн никам та ĕçе утмасть. “Звезда” хуçалăхра вăй хуракансен уйăхри вăтам шалăвĕ 7661 тенкĕ. Çывăх кунсенче ноябрьшĕн тата отпуск укçипе татăлма палăртнă. Фермăра тăрăшакансене çулталăк кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ хыççăн пăру, сысна параççĕ.

Ытти чылай хуçалăхри пекех кунта та йывăрлăхĕсем пур, вĕсенчен пĕри – кадр ыйтăвĕ.

– Ялта çамрăксем сахалăн тĕпленеççĕ. Акă, кăçал икĕ ача кăна çуралнă. Малашне камсемпе хирте ĕçлемелле; – тет В.Кузнецов. – Халь яваплă тапхăрсем вăхăтĕнче ют ялсенчи механизаторсемпе килĕшÿ тăватпăр, çапла майпа вырмине те, акине те вăхăтра вĕçлетпĕр.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика