Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕçĕнех те Шăнкăртамăн, ай, мĕн пур; Ытарайми маттур халăхĕ пур!

17 декабря 2011 г.

Ватăсем уйрăлса тухакан çемьерен шăпăр та тарса пытанать, тенĕ. Туçа ял тăрăхне кĕрекен Кĕçĕн Шăнкăртам хастарĕсем 1926-1927-мĕш çулсенче тĕп килтен, Шăнкăртамран хăйсен ирĕкĕпе çунат хушса паянхи вырăна çемйи-çемйипе килсе тĕпленнĕ. Малтанах “çерем çĕре” уçакансем йышлах пулман. Вĕсем – Зейдулла Насыров, Ахметша Мулюков, Сафиулла Семибулатов, Шейдулла Насыров, Сафиулла Алеев. (Ялти хисеплĕ ватă К. Абдрахманов каласа панинчен). Патăрьел район энциклопединче (1-мĕш том) Булатовсем, Якушевсем, Валеевсем, Рахматулловсем, Мубиновсем те районăн хĕвел тухăç енчи илемлĕ сăрт хĕррине çĕр уйăрттарни паллă. Йăх-нĕселсен йывăççи унтанпа самаях сарăлнă. Паян тăваттăмĕш ăру та тымар ярать.

Атте ялта шур пÿрт лартса парап терĕ...

Çĕр-шывăн кирек хăш хăтлă кĕтесĕнче пурăнсан та çуралса ÿснĕ тăван ен пурне те тетел пек хăй тыткăнне илет. Ăшă туйăм Кĕçĕн Шăнкăртамсен чунĕсенче те тахçанах çирĕпленнĕ. Çакна кунта пурăнакан ватăсемпе калаçнă хыççăн тепĕр хут çирĕплетрĕм.

– Ялта 1927 çулхи миграци тапхăрне аса илтерекен пĕртен-пĕр пăсăлман çурт юлчĕ. Унăн палли истори страницине çырăнса юлнă цифрăпа тÿр килет: 27-мĕш номер. Хальхи вăхăтра вăл пирĕншĕн чĕрĕ палăк. Ку таранччен ăна Г. Насырова тирпейлех сиплесе тăчĕ. 90 çулхи эпи карчăк паян хулара пурăнать. Апла пулин те юнашар ачисемпе мăнукĕсем шурă пÿрт лартрĕç. Çамрăксем ашшĕ-амăшĕн çурт-йĕр никĕсĕ çине мăян пусма паманнипе савăнтарать, – хавхаланса калаçăва хутшăнчĕ ĕç ветеранĕ, тыл хастарĕ К. Абдрахманов.

90 çула капашакан Х. Салихова та çĕнĕ çĕре куçса килнĕ чухăн хресчен çемйинченех пулнă. Пур пек мул-туприне лаша урапипе тиесе килнĕ хыççăн уйăрса панă лаптăкра тÿрех çурт лартайман, çĕрпÿрт чавнă. Акă мĕнле аса илет ĕç паттăрĕ малтанхи йывăр вăхăтсене: “Çĕр айĕнчи шăтăкра пиллĕкĕн виçĕ хĕл каçрăмăр: атте, анне тата эпир – виçĕ хĕр. Юнашар ăпăр-тапăрпа уйăрса хунă кĕштĕк пек лаптăкра ĕне, лаша выртатчĕ, хурсем те çавăнтахчĕ. Шартламара шăтăкра сивĕччĕ, çулла вара сывлăш çитместчĕ. Каярахпа эпир çутта тухрăмăр, пĕчĕк çеç пÿрт лартрăмăр. Вăхăт иртнĕçемĕн вăл та пусарăнчĕ, ишĕлчĕ. Тепĕр икĕ кÿршĕн хуçалăхĕ те юхăнчĕ. Паян унта çÿллĕ тирексем çеç тунсăхлăн кашлаççĕ. Вĕсем те ман пекех ватăлчĕç...”.

Хайрикамал аппа Кĕçĕн Шăнкăртамра харсăр та пултаруллă хĕрсенчен пĕри пулнă. Ури çине ĕне ир пуснăран хутлама-çырма вĕренсенех вăл ĕçе кÿлĕннĕ. Шăмшакĕ хытса та ĕлкĕреймен 16 çулхи хĕрупраç аслисемпе тан Эйпеçе, Киряна вăрман касма çÿренĕ. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçланнă çулхине шартлама сивĕре окоп чавма та кайнă. Вунă çул ытла арçынла вăй-хăватпа конюхра тăрăшнă, Алманчă ял халăхне тĕрлĕ ĕçсенче пулăшма çÿренĕ. (Халĕ вара Алманчăсем вĕсене хăйсен хÿтлĕхне илнĕ). Хайрикамал Фасхутдиновна ыттисем пекех паянхи пурнăçшăн савăнса пĕтереймест: хăтлă та ăшă, хуларинчен пĕрре те кая мар çурт, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, сĕтел çинче кашни кунах уяв евĕр ĕçме-çиме... Хĕрĕпе кĕрĕвĕн хÿтлĕхĕнче хăйне питĕ лайăх туять. Çулĕсем шултăраланни çеç япăх.

Тăвансăр пурнăç –

тăварсăр апат

Пысăк ялтан уйрăлса тухнă пĕчĕк ялта 43 çурт. Анчах вĕсенчен вăтăрăшĕнчен çеç тĕтĕм тухать. Çапах та ялта пурăнакансем пĕр-пĕринпе çывăх. Çамрăксем уйрăлса тухса çурт-йĕр çавăраççĕ. Ун пек май çук-тăк, хулана кайса тĕпленеççĕ. Апла пулин те çуралса ÿснĕ кĕтесе манмаççĕ. Нумай пулмасть Э. Маков вăрçă участникĕ (патшалăх программипе килĕшÿллĕн) пурăнмалли çурт-йĕрне лайăхлатнă, хулана куçнă. Çапах çывăх çынсенчен, хурăнташсенчен уйрăлма шутламасть, килсех çÿрет. Тăван тени тăваллах туртать-çке. Салиховсем, Семибулатовсем тата ытисем те тăварпа пиçнĕ тăванлăх туйăмне çухатасшăн мар.

Çĕнĕ çын ака та тунă, утă çулнă...

Кĕçĕн Шăнкăртам ялĕнче пуçласа çерем касса çĕр илекенсен лаптăкĕ ун чухнех патшалăх заказникне кĕнĕ. Малтанласа вăл 200 гектар ытла пулнă. 1932 çулта вара Чăваш АССР ЦИКĕн Президиумĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн çак вырăнсенчех 1500 гектар çĕр уйăрса сăвăрсен заповедникĕ тунă. Çав шута Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Вăтаелпе Кĕçĕн Шăнкăртам ялĕсем хушшинчи 500 гектар лаптăк та кĕнĕ. Вунă çул каялла Хĕрлĕ кĕнекене çырăннă сăвăрсем пурăнакан лаптăка Раççей Федерацийĕ шайĕнчи “Присурский” заповедникăн пĕр пайĕ туса хунă. Çакă пĕчĕк ялшăн тепĕр пĕлтерĕшлĕ чĕрĕ палăк. Ăна Миназим Рахматуллин наука сотрудникĕ пысăк яваплăхпа сыхлать, сăнаса тăрать. Ку тĕлĕшпе ял халăхĕ те тирпейлĕ.

Заказник çумĕнчи сăртри лаптăкра пуçласа ака-суха тума пикеннине Кешаф Ялалетдиновичпа Надия Хасянзяновна Абдрахмановсем те лайăх ас тăваççĕ. Ун чухне вĕсем те мĕн-пур ĕç хатĕрĕпе, пурлăхĕпе, выльăх-чĕрлĕхĕпе, юр-варĕпе юлташлăха кĕнĕ. Чухăнсенчен тата вăтам хресченсенчен йĕркеленнĕ пĕрремĕш хуçалăх “Красный октябрь” ятлă пулнă. Çул леш енчи Тутар Тимешĕнче – “Нариман” ячĕллĕ колхоз.1950 çулта икĕ пĕчĕк ял çыннисем пĕр шухăшлă пулса “Дружба” колхоза пĕрлешнĕ, 1959 çултанпа вара – Ленин орденне тивĕçнĕ “Гвардеец” колхозăн пĕр пайĕ.

Хисеплĕ мăшăр каласа панинчен: “Ял çыннисем колхоз йĕркеленнĕ вăхăтсенче питĕ харсăр пулнă, пурте пĕр çемьери пек ĕçленĕ: тырă, хуратул, вир, арбуз, дыня, хăяр акса çитĕнтернĕ. Мĕн пур ĕçе алă вăйĕпе парăнтарнă. Вĕлле хуртсем усраса тĕхĕмлĕ пыл хатĕрленĕ. С. Булатов ăста ертсе пынипе ăна 50-60 çемье те тытнă”.

l Тĕрлĕрен наука каçалăкĕнче çитĕнÿ тунă çынсем: Мансур Булатов, Мигсум Якушев, Асхать Алеев, Эрнест Алеев, Зифа Макова, Миназим Рахматуллин . Ял хуçалăхĕнчи пысăк çитĕнÿсемшĕн 50-мĕш çулсенче “Красный октябрь” колхоз председателĕ пулнă Х. Булатов икĕ хутчен Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне тивĕçнĕ.

l  Ялта килĕренех газ кĕртнĕ, чылайăшĕн шыв та пÿртрех. Ял хушшипе асфальтлă çул.

l  Тăватă çемье лаша усрать, çичĕ çемье ĕне тытать. Çăмăл автомашина вара килĕренех. (2-3 хуçалăхра çеç çук).

l  Вунпĕр ача шкула çÿрет.

l  РФ Патшалăх Думин тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсене суйлама тăратнă списокра 57 çын пулнă, вĕсенчен 88 проценчĕ хăйсен гражданла тивĕçне пурнăçланă.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика