Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТĂНĂç çУРТРА çУРĂЛАТЬ çЕçКЕ

28 сентября 2011 г.

Шартарса çуракан хĕрлĕ, çитсă гладиолуссем çанталăка пула пуçĕсене уснă. Пахча хÿми еннелле тайăннисем те, пÿрт еннелле авăннисем те пур. Çеçкисем çинче çумăр тумламĕсем шăрçаланса тăраççĕ. Çакă тата илемне ÿстерет вĕсенне. Çурт умĕнчи пахча çу сăнне çухатман-ха. Хăяр лаптăкĕ ем-ешĕлех. Çип карнăран çÿлелле кармашнă авăрсем. Кĕркунне ÿсекен çырла тĕмĕсем те пур. Çак пуянлăх хушшинче пĕчĕк “пÿртсем” вырнаçнă. Вĕлле хурчĕсем вĕсем. Пыл юхтаракансем хăйсем те вĕлле хурчĕ евĕрех ĕçчен, правур пулни çурт умĕнченех сисĕнет. Трактор, мотоблок ларни Виноградовсем çĕрпе ĕçленине те çирĕплетет. Галина Николаевна çумăрта хăйне йăпанмалăх ĕç тупнă. Çĕвĕ машинине кăларса лартнă та вĕллесем валли хĕл варринче ăшă тытакан минтерсем çĕлет. Алăкран çын кĕнине туйса синтепон татăкĕсене сĕтел айнерех шутарчĕ. Чÿрече, сĕтел çинчи усăнса ÿсекен чечек турачĕсемпе хуплама тăрăшрĕ. Çеçки пÿртре те туллиех. Миçе савăт иккенне шутласа та кăлараймăн.

– Хĕл каçма гераньсене çеç хăварасшăнччĕ. Кăларса пăрахмашкăн алă çĕкленмест. Çăкăр ыйтмаççĕ. Ÿсчĕрех терĕм пулас, – терĕ пĕрин хыççăн теприне чÿрече енчен кĕрекен хĕвел çути тивмелле вырăна куçарса.

Шухăшĕ тĕрĕсех ĕнтĕ. Зал ирĕк. Вырăн çитет чечексем валли. Мăнукĕсем кĕркуннепе хĕлле сайра килсе çÿреççĕ. Шкула, садике, ашшĕпе амăшĕн ĕçе çÿремелле.

Ял çынни çĕрпе ĕçлетех. Çыхăнсах ларать унпа. Апла пулин те çурт илемне кÿрекен чечексене те ÿстеретех. Виноградовсем сухан-севок, кишĕр, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, выльăх кăшманĕ, çĕр улми сахал мар çитĕнтереççĕ. Вăрлăхĕсене те хăйсемех туса илеççĕ. Иртнĕ çул та “иккĕмĕш çăкăр” ăнса çитĕнчĕ вĕсен. Ир пулаканни лартнăран çурхи нÿрпе вăй илсе юлчĕç вăрлăхсем. Кăçал пурне те пачĕ-ха Турри.

Мăшăрĕпе иккĕшĕ гектара яхăн çĕре акса – лартса, çумласа, пухса кĕртсе илме пултараççĕ. Чăн-чăнах харсăрскерсем мар-и;

– Кăштăртататпăр çапла. Тивĕçлĕ канура пулнăран иртен каç çитнине те сисместпĕр. Ана çине 4-5 йăран кишĕр юлнăччĕ-ха. Çанталăк майлашăнасса кĕтетпĕр, – тет Галина Николаевна. Анат Туçа хĕрĕ пулнă вăл. Платоновсен. Ашшĕпе амăшĕ те вăр-вар та ĕçре правурскерсем пулнă. Лидя аппан ури тупанĕ çĕре перĕнменнине хам та ас тăватăп. Халĕ сывлăхĕ хавшани çеç чăрмантарать. Улми йывăççинчен аякка ÿкмен иккен. Галина Николаевна Канашри медицина училищинче вĕреннĕ. Дипломлă специалиста Туçари участок больницине ĕçе илнĕ. Дмитрий Константиновичпа пĕрлешнĕ хыççăн вара Вăтаелне фельдшерпа акушер пунктне янă. Халĕ те çак вăхăта ырăпа аса илет сывлăх ĕçченĕ. Ун чухнехи участок больницин тĕп врачĕ В. Никитина специалистсене тĕрĕс хаклама пĕлнине палăртать.

Ĕç енчен те, çемье енчен те телейĕ пулнах Г. Виноградован. Хуньямăшĕпе 20 çул ытла килĕштерсе пурăннă. Вăл ачисене ÿстерсе çын тума пулăшнăшăн тав тăвать.

Йăха малалла тăсакан ăру çуртра çук ĕнтĕ. Пĕри Анат Туçана качча тухнă. Ульяновскинче çемйипе пурăнать. Тепри те çемьеллĕ. Аппăшĕн çывăхнех тĕпленнĕ. Алена хĕрĕ амăшĕн специальноçнех алла илнĕ. Надя вара кондитер. Виçĕ мăнук çитĕнет Виноградовсен.

Картиш тулли чăх-чĕп, выльăх-чĕрлĕх усраççĕ Галина Николаевнăпа Дмитрий Константинович. Ĕни, пушмак пăрăвĕ таранчченех пур. Мăшăрĕн те кирек хăш ĕç патне те алли-ури пыратех. “Гвардеец” колхозра чухне вăл кормоцехра та, арманта та ĕçленĕ. Ĕçе пĕрремĕш вырăна хунă. Анчах пĕрлешÿллĕ хуçалăхĕ юхăнчĕ çав. Ял çыннин ăçта ĕçе утмалла-ха; Ирĕксĕрех çĕрпе ĕçлеме тивет. Агрономĕ те, инженерĕ те пулатăн ун чухне.

Хăйсен ватлăхĕпе кăмăллă Виноградовсем. Вăхăтĕнче тивĕçлĕ ĕçлесе ят-сум çĕнсе илнĕ вĕсем. Унчченрех ялта çулсерен 20-25 ача çуралнă. Вĕсем патне çÿресех тăнă медицина ĕçченĕ. Çĕр варринче, кану кунĕсенче васкавлă пулăшу пама кайнисем сахал пулнă-им тата; Вăрçă, ĕç ветеранĕсем патне те тимлĕхне ытларах уйăрма тăрăшнă. Хăнăхнă йăлапа халĕ те канаш-сĕнÿ илме килекенсем пурах.

Çемье, ĕç пурри çынна хавхалантарать. Çакна Виноградовсенче те туйрăм эпĕ. Шухăш авăрне путма вăхăчĕ те çук вĕсен. Пахчаран, кил хушшинчен кĕрсессĕн алса-нуски çыхма тытăнать. Хĕл валли кашнин ячĕпе хатĕрлет вĕсене амăшĕ, кукамăшĕ. Ĕçсĕр, хапха умĕнче кун ирттерекен ватă çук тесен те юрать халĕ ялсенче. Вăл шутра Виноградовсем те хĕвел ăшшинче хĕвел çаврăнăш шĕкĕлчеменни куç кĕретех.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика