Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «АХПÿРТ САССИ» САЛАНĕ ТАВРАНА

28 сентября 2011 г.

Кашни çыншăнах çывăх вăл тăван ял. Ачаран çарран чупса çÿренĕ улăх-çаран, пĕрле ÿснĕ тус-тантăш, çуратса ÿстернĕ атте-анне, ăса вĕрентнĕ учительсем, тăван евĕр кÿршĕ-аршă асран тухмаççех. Пĕрисем вĕсене чун-чĕре варринче тытаççĕ. Теприсем ÿнерçĕ ăсталăхĕпе сăнласа параççĕ. Виççĕмĕшĕсем кĕнеке кăлараçĕ. Ячĕ ĕмĕртен ĕмĕре юлать вара авторсен. Йăх-нĕсел çинчен сăмах пыракан паха япалана ăруран ăрăва куçарса вулаççĕ. Кивĕ Ахпÿртри А. Павловăн “Ахпÿрт сасси” кĕнекинче те ваттине, вĕттине, çулланнине интереслентерекенни пурах. “Тăван ял” сăввинче Александр Алексеевич ĕçчен çынсене ятран асăннă.

Кĕнекере – сăвăсем. Тĕрлĕ тематика вĕсенче. Тăван çĕр-шыва юратни те палăрать йĕркесенче. Алла хĕç-пăшал тытса вут-çулăма кĕни çинчен те вуласа пĕлме пулать. Ятарласа çырнă ял гимнĕ те пур. 40 çул педагогика “анинче” ĕçленĕ автора шкул çывăх. Кунта пĕлÿ çурчĕ 100 çул тултарнине халалланă сăвă та вырăн тупнă. Анне çинчен çырнă йĕркесем кăмăллă вуланаççĕ. Ашшĕне халалласа поэма кун çути кăтартнă. Вырăс поэчĕсен сăввисене чăвашла куçарнисем чылай. Александр Алексеевич хайланăскерсене халăх кĕвве хывнă юрăсем пур. Çавăн пекех автор пурнăçри çитменлĕхсене те питлеме манман.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика