Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » СУТУçĂ ПУЛМАХ çУРАЛНĂ

29 сентября 2011 г.

Кивĕ Ахпÿртри Патăрьел райповĕн лавкки пĕрре те çынран татăк тăмасть: пĕри – çăкăр, тепри – пулă, виççĕмĕшĕ пахча çимĕç туянмалли сетка туянать. Акă, аслă çулти пĕр хĕрарăм мăнукĕпе кĕчĕ. Сентре çинчи япаласене тишкерме, куçĕпе темĕскер шырама пикенчĕ. Унтан: “Сирĕн сĕтел çине лартмалли сехет пурччĕ, халь курăнмасть. Пĕтрĕ-шим; – терĕ. “Туянса пĕтерчĕç çав Лида аппа. Паянах заказ паратăп, çывăх кунсенчех илсе килĕç,” – терĕ кăмăллăн Л.Курицына аслă сутуçă. Çитес кунсенче тепре кĕрсе тухассине пĕлтерсе кинемей лавккаран тухрĕ. Кашни çынна кăмăллăн кĕтсе илсе ăсатса яраççĕ Кивĕ Ахпÿртри лавккара ĕçлекен Л.Курицынăпа М.Куделина сутуçăсем (ÿкерчĕкре). Людмила Александровна суту-илÿ системинче 1980 çултанпах вăй хурать, çавăнпа ялта мĕнле япала лайăхрах сутăннине, мĕн кирлине питĕ лайăх пĕлет. Унсăрăн хальхи саманара майĕ те çук.

– Уйрăм çынсем лавккасем уçнипе тавар сутасси çăмăл мар. Халăх кăмăлне каякан, кил-çуртра ялан усă куракан япаласем илсе килме, çынсен ыйтăвне тивĕçтерме тăрăшатпăр, – тет Л.Курицына. Чăнах та сентресем тулли тавар, мĕн кăна çук-ши унта! Халь шăпах кишĕр кăлармалли вăхăт. Ăна тултарма, сеткăсем таçта шыраса çÿреме те кирлĕ мар, кунтах пур вĕсем. Парне кирлĕ-и; Хăвна мĕн килĕшнине суйлама çеç ан ÿркен. Пăхмалăх тавар пулнăран кунта яланах 300-400 пин тенкĕ таран план тултараççĕ. Алă усса тавара илсе килсе парассине кăна кĕтсе ларсан тупăш кĕменни каламасăрах паллă.

Елчĕк районĕнчи Тимеш ялĕнче кун çути курнă Л.Курицына. Пиллĕкĕн пĕр тăван вĕсем: виçĕ хĕр те икĕ ывăл. Людмила Александровна ачасенчен чи асли пулнăран, ашшĕ – водительте, амăшĕ ĕмĕр тăрш-шĕпе колхозра вăй хунăран, пĕчĕклех ĕçе хăнăхса ÿснĕ. Килте кĕçĕннисене пăхнисĕр пуçне çуллахи вăхăтра хуçалăхра та тăрăшнă. Аллине аттестат илнĕ хыççăн Шупашкарта бухгалтерсен шкулне вĕренме кĕрет, ăна ăнăçлă пĕтернĕ хыççăн тăван ялнех таврăнать. Ялти лавккара сутуçă кирлипе унта ĕçе вырнаçать, çавăнтанпа çак системăра тăрăшать.

– Ача чухне час-часах лавккана мĕн те пулин туянма яратчĕç, сутуçăсем çине ăмсанса пăхаттăм. Вĕсем шут шăрçипе шутланине, тарасапа виçнине пăхса тăма питĕ килĕшетчĕ. Ĕмĕтĕм тулчĕ. Юратнă ĕçре кун иртни те сисĕнмест, –пĕлтерет Людмила Александровна.

Л.Курицына Туçа ял поселенийĕнчи пур лавккара та тенĕ пекех ĕçлесе курнă, кашни çĕрте ĕçе чунтан пурнăçланипе, ял çыннисемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлнипе палăрнă.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика