Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кубок – Хутăркассисенче

12 марта 2011 г.

Туçа ял поселенийĕн территорийĕнче çулсеренех П. Кузнецов кубокĕшĕн спартакиада иртет. Кăçал ăна хăйне евĕр ха-тĕрленчĕç. Ăмăртусене виçĕ команда хутшăнчĕ, ялтан суйланнă В. Кузнецов, С. Перепелкин, С. Сурков депутатсен командисем пулчĕç.

Вулакана пĕлме çакна çырса хăварни те вырăнлă пулĕ. Совет Союзĕн Геройĕ П. Кузнецов Анат Туçара çуралнă. Вăрçă вутне вăл 1941 çулхи июнь уйăхĕнчех кĕнĕ. Украина фрончĕн стрелоксен пĕр полкĕн командирĕ ытти наградăсене тивĕçнĕ.

Тĕрлĕ енлĕ тупăшма тиврĕ спартакиадăра. Теннисла, шашкăлла вылямалла пулчĕ. Винтовкăран тĕл пеме тиврĕ. Кире пуканĕ те йăтмалла. Кашнийĕшĕнчех çĕнтерÿçĕсем пур. С. Баранов командăна очко пухма пулăшма Шупашкартанах аннă. Чи нумай кире пуканĕ йăтса тĕлĕнтерчĕ вăл.

Çĕнтерÿçĕсен чыславĕ кăмăллă иртрĕ. С. Перепелкин депутат округне кĕрекен команда куçса çÿрекен кубока тивĕçрĕ. Ял поселени пуçлăхĕ Н. Перепелкин ытти участниксене те грамотăсем, парнесем пачĕ. Мала тухнă командăшăн ытларах Хутăркасси тата Кооперативная урамсенче пурăнакансем вылярĕç.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика