Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăтаел хĕрĕ Туçа шкулĕнче курав йĕркеленĕ

26 февраля 2011 г.

Туçари вăтам шкулти выпускниксем йăлана кĕнĕ тĕл пулăва хаваспа килсе çÿреççĕ. Унсăр пуçне вĕсем класс тулашĕнчи мероприятисене те хастар хутшăнаççĕ. Çак кунсенче Мария Овечкина (Шайкина) тăван шкулта хăйĕн творчество ĕçĕн куравне йĕркеленĕ. Мария Васильевна ÿнер тĕнчипе çыхăнни çирĕм çул ытла ĕнтĕ. Вăтаел чиперкки Туçари вăтам шкултан аттестат илнĕ хыççăнах Чăваш педагогика институтĕнчи художествăпа графика факультетне вĕренме кĕнĕ. 1987 çултанпа Мария Васильевна “Художественная гравюра” производство пĕрлешĕвĕнче ÿнер-çĕре тăрăшать. Ытларах вăл шкатулкăсем эрешленĕ, каярахпа декоративлă çăмартасенче тĕрлĕрен сăнарсене, йăлари сюжетсене сăрăсемпе сăнланă. Ÿнерçĕ ĕçĕсене куравсенче те пысăка хурса хакланă. Хальхинче вара вăл хăйĕн творчествипе Туçари вăтам шкулта вĕренекен ачасемпе вĕрентекенсене тĕлĕнтернĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика