05 февраля 2011 г.
Районти çул çитмен ачасен ĕçĕсемпе тимлекен тата вĕсен правине хÿтĕлекен, право йĕркипе профилактика тăвас енĕпе ĕçлекен комиссисен пĕрлехи ларăвĕ пулчĕ, унта çул çитмен ачасене воспитани парас ĕçри профилактика субъекчĕсен иртнĕ çулхи ĕçĕсене пăхса тухрĕç. Ларăва комиссисен секретарĕ В.Семенов ертсе пычĕ.
Пĕрлехи ларура чăн малтанах ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин районти хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ Ф.Майорова, райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн методистчĕ С.Елагина, Патăрьелĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ М.Сепперов, райшалĕçпайĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен инспекци пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыракан Л.Комиссарова çул çитмен ачасене тивĕçлĕ воспитани парас, вĕсен кану, пушă вăхăтне кирлĕ пек йĕркелес, ĕçе явăçтарас, çитĕнекен ăрăва тĕрĕс çул çине кăларас тата ытти ыйту тавра тулли информацисем пачĕç.
Кун йĕркинчи иккĕмĕш ыйтупа–вырăнсенчи профилактика канашĕн 2010 çулхи ĕçĕ тата 2011 çулхи тĕллевĕсем пирки Ишлĕ, Пăлапуç Пашьел, Тутар Сăкăт, Туçа, Аслă Чемен ял поселени пуçлăхĕсем отчетсем турĕç. Хăйсен сăмахĕнче вĕсем вырăнсенчи ирĕклĕ дружинăсен ĕçĕ-хĕлĕ, ăнăçсăр çемьесемпе, профилактика учетĕнче тăракан çул çитмен ачасемпе, граждансемпе ĕçе мĕнле йĕркеленипе паллаштарчĕç, комисси членĕсен ыйтăвĕсене хуравларĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)