Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Улми йывăççинчен аякка ÿкмест

02 февраля 2011 г.

–Республика Президенчĕн вĕренÿре, тĕпчев, ăслăлăх, пултарулăх, производство тата ертсе пырас ĕçре, спортра курăмлă çитĕнÿсем тунăшăн паракан стипендие Настя Салмина илме тивĕç пулнăшăн савăнатпăрах, -терĕ Кивĕ Ахпÿртри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул директорĕ О. Рыбкина. – Çак чыса Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта вĕренекен Крестина Пыркина тивĕçни те кăмăллă. Унăн вĕренÿри никĕсне пирĕн шкул педагогĕсемех хунă-çке.

Тăххăрмĕш класа çÿрет Настя. Вĕренÿ отличници. Ытти ачасемшĕн тĕслĕх вăл. Мĕнле конкурса, олимпиадăна çеç хутшăнмасть-ши! Вуниккĕн вĕренеççĕ пĕр класра. Ыттисем те маттур. Л. Иванов, О. Осипов, Т. Филиппова, С. Кошкина, В. Андреева юрра-ташша та ăста. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче Л. Кошкина руководителĕн класĕ шкулта “Чи лайăх коллектив” ята тивĕçрĕ.

Надежда Георгиевнăпа Алексей Александрович виçĕ ача çитĕнтереççĕ. Асли – Настя.

–106 ача вĕренет шкулта. Кашни класра вăтамран 11-12 çÿреççĕ. Педагогсем вĕсене кирлĕ пĕлĕве тĕплĕн пама тăрăшаççĕ. Уроксенче е хыççăн кашнийĕнпе уйрăмшарăн ĕçлеме майсем тупаççех, -тет О. Рыбкина.

Настя тăрăшулăхĕнче ăруран ăрăва куçакан пултарулăха та курас килет. Кукамăшĕ мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех Çĕнĕ Ахпÿртре, аслашшĕ ялта педагог тивĕçĕсене пурнăçланă, нумай çул хушши шкул директорĕ пулнă. Амăшĕ те учительница, пуçламăш классене вĕрентет.

Ачасене педагогсем тивĕçлĕ пĕлÿ пама тăрăшнине шкулсем хушшинче ирттерекен рейтинг кăтартăвĕсемпе те çирĕплетме пулать. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсем хушшинче мар, вăтаммисен йышĕнче чылай çÿлте тăрать вăл. Олимпиадăсен призерĕсем те çителĕклех. Интеллектуаллă, çарпа спорт вăййисенче çĕнтереççĕ. Кирек хăш ăсталăха кăтартма та пултараççĕ. Пуçаруллисем, тавçăруллисем, матуррисенчен те матуррисем çулран-çул çитĕнсех пыраççĕ. Вĕсенчен пĕри вара – Настя Салмина (ÿкерчĕкре).

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика