Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕне тытаканăн хырăмĕ тутă Фермăна пырса кĕрсен мĕн сас лайăх

02 февраля 2011 г.

Тĕрĕс, выльăх-чĕрлĕх сасси темле илемлĕ, çепĕç кĕвĕрен те аванрах. Пуш витере çил ачисем пĕр-пĕрне шăхăрса выляса çÿренине курсан хуть камăн та чунĕ хурланĕ. “Звезда” хуçалăхра хуралтă алăкне уçсанах ĕнесем апат кавлесе тăнине курсан, çав вăхăтрах сас панине илтсен кооперативăн тĕп вăйĕ, шăнăрĕ çакăнта иккенне туйса илетĕн. Ÿсен-тăран отраслĕпе те кунта аван ĕçлеççĕ-ха, анчах выльăх-чĕрлĕхсĕр хуçалăх аталанайманнине питĕ лайăх ăнланаççĕ.

Çавăнпах йыша ÿстерессипе, ăрата çĕнетессипе, вăй хуракансен ĕçне çăмăллатассипе тимлеççĕ.

“Звезда” кооперативра кăçалхи кăрлачăн пĕрремĕшĕ тĕлне ĕне-выльăх шучĕ 400 пуç шутланать, вĕсенчен сăвăнаканни–144. Сĕт хакĕ ÿснине тата хуçалăх кассине ăна сутса укçа кĕнине шута хурса йыша маларахри çултинчен 9 процент чухлĕ ÿстернĕ. 2010 çул пуçланнă тĕле сăвăнакан ĕнесем 132 пуç пулнă. Пĕтĕмĕшле 752 тонна сĕт суса илнĕ, пĕр ĕнерен 5000 килограмм ытла паха шĕвек сунă.

– Сăвăмпа кăтартусем кăçал маларахри çултинчен кăшт пĕчĕкрех. Çуллахи шăрăха пула курăк типсе ларни, çурла уйăхĕнче ĕнесене çиме ешĕл апат тăрса юлманпа пĕрех пулни витĕм кÿчĕ, – тет “Звезда” хуçалăхăн тĕп зоотехникĕ В.Щукина. Апла пулин те кунта çуллахи вăхăтра пĕр ĕнерен 18 литртан кая мар сĕт сунă, халĕ талăкри сăвăм 12 литрпа танлашать.

Çитермен выльăхран продукци илейместĕн, çавăнпа рациона пуянлатма тăрăшаççĕ. Çулла çанталăк типĕ килнипе апат кирлинчен 68 процент чухлĕ кăна хатĕрлейнĕ. Силоса та авăн уйăхĕнчех симĕс апат çуккипе çитерме тытăннă. Апла пулин те ĕнесемпе пăрусене выçă тăраççĕ тесе калаймăн. Хĕллехи тапхăра кĕнĕренпе силос –120 тонна, комбикорм– 90, жом– 400, жмых 30 тонна тата ытти витаминлă хутăшсем туяннă. Утă сахалтараххине шута илсе ăна тин пăруланă ĕнесемпе пĕчĕк пăрусене кăна параççĕ.

Ăратлăх çине те хуçалăхра пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Кунта 10 литртан кая паракан ĕнесене тытмаççĕ, вĕсене çамрăккисемпе улăштараççĕ. Пĕлтĕр кăна Вăрнар районĕнчен 15 пуç ăратлă пушмак пăру илсе килнĕ, вĕсенчен хăшĕ-пĕри пăрулама та тытăннă. Ытти çулсенче те кĕтĕве çĕнетсех тăнă.

Фермăра хальхи пурнăç таппи ыйтакан условисене тума тăрăшаççĕ. Кунта сĕт тÿрех пăрăх витĕр ятарлă холодильнике каять. Дояркăсем унчченхи пек бидонсемпе флягăсем йăтса нушаланмаççĕ. Апата та тракторпа, АКМ–0, 9 маркăллă миксерпа вĕтетсе пăтратнă хыççăн валеçеççĕ. Б.Крысов хăйне шаннă “хурçă утпа” улăма, силоса тата ыттине те миксер çине ярса тиесе тăрать, Г.Кузнецов вара техникăпа ĕнесен умне валеçсе çÿрет.

–Ĕне ферминче ĕçлекенсенчен пĕрне те хурлас килмест, пурте тăрăшса, пĕр-пĕрне ăнланса вăй хураççĕ. А.Крысова, В.Нурсова, Н.Плешкова дояркăсем виççĕшĕ те опытлă, кашнийĕ ытларах сĕт суса илессишĕн тимлеççĕ. Кăтартусем пĕрин те начар мар, анчах пĕлтĕрхи çул пĕтĕмлетĕвĕсемпе Н.Плешкова чи нумай сăваканни, пĕр ĕнерен 5808 килограмм, пулчĕ. В.Перепелкин, В.Крысов, Д.Захаров, П.Крысов скотниксем те хăйсене шаннă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа тăваççĕ, – пĕлтерет В.Щукина.

Кăтартусем ытти çĕрте те начар мар. Кунта 100 ĕне пуçне 97 пăру илнĕ. Пĕчĕк выльăхсем талăкра–640, çамрăккисем (молодняк) 570 грамм ÿт хушнă. Ĕнесене пăрулаттарнă çĕрте дояркăра ĕçлекен Л.Киргизова, И.Плешкова, пăрусем пăхакан Н.Мясникова, В.Перепелкина, А.Заплаткина, И.Мартышкин пирки те ырăпа кăна калать И.Баранов ферма заведующийĕ. Сăмах май, Иван Кузьмич 2010 çулта «Районти чи лайăх ферма заведующийĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ.

–Çулла витесене шуратмалла, дезинфекцилемелле, уçăлтармалла, çакна шута илсе лагерь çывăхра тума шухăшларăмăр, – тет В.Щукина. Валентина Александровна 1980 çултанпа тĕп зоотехникра тăрăшать, районта та унăн ĕç стажĕ чи пысăкки. Коллективра та ăна хисеплеççĕ.

Фермăри ĕçе мĕн чухлĕ лайăхлатсан та унта вăй хума çăмăл мар, çавăнпа шалусăр пуçне кăшт хавхалантару та кирлĕ пек туйăнать. “Звезда” хуçалăхра кашни уйăхрах укçа параççĕ, унсăр пуçне ĕне ферминче тăрăшакансене çулталăкра 320 ĕç кунĕ тунисене пĕр пăру тивет. Кăçал çак хисепе 15 çын тивĕçнĕ.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика