Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «ЫЛТĂНĕ МАР МАНА – çУТИЧЧĕ!

29 января 2011 г.

Çапла калать Кивĕ Ахпÿртре ачалăхĕ иртнĕ Марина Карягина поэт. Вăл вун икĕ кĕнеке авторĕ, Чăваш Енри паллă çыравçă, тележурналист. Ăна халалласа Кивĕ Ахпÿртри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта Çĕнĕ çул умĕн «Марина Карягина вулавĕсем» конкурс иртрĕ.

Марина Федоровнăпа пĕрле килнĕ Сергей Лукьянович Павловран (Чăваш Республикин профессионал писательсен пĕрлĕхĕн пуçлăхĕ), Арсений Алексеевич Тарасовран (“Тăван Атăл” журналăн шеф-редакторĕ, Чăваш халăх писателĕ), Геннадий Аркадьевич Максимовран (“Хыпар” хаçатăн тĕп редактор çумĕ), Сергей Васильевич Журавлевран (“Хресчен сасси” хаçатăн фотокорреспонденчĕ, Пĕтĕм тĕнчери Николай Рерих ячĕллĕ преми лауреачĕ), Сергей Иванович Мышевран (Чăваш телевиденийĕн операторĕ) сĕнÿ-канаш илчĕç.

Конкурса асăннă шкулта вĕренекенсем çеç мар, Туçари, Çĕнĕ Ахпÿртри, Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕкри ачасем те хутшăнчĕç. Хăнасене çăкăр-тăварпа кĕтсе илнĕ хыççăн пурте акт залне пуçтарăнчĕç. Уява Кивĕ Ахпÿрт шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен М. Табакова уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ. Марина Ильинична Туçа ял поселенийĕн пуçлăхне Н. Перепелкина сăмах пачĕ. Унтан шкул директорĕ О. Рыбкина хăнасем килме кăмăл туни чыс пуласса, вĕренÿ çурчĕн историне кĕрсе юласса шантарчĕ. Ун хыççăн Марина Карягина çак шкулта ирттернĕ çулсене аса илчĕ. Пухăннисем поэтессăн биографийĕ, пултарулăхĕ çинчен хатĕрленĕ презентаци пăхрĕç, çавăн пекех ял библиотекарĕ А. Капитонова калăпланă буклетпа паллашрĕç.

Вĕренекенсем сăввисене чĕререн, питĕ хавхаланса каларĕç, пĕри тепринчен маттур, хастар пулчĕç. Пуçламăш классем хушшинче I вырăн С. Арланов (Кивĕ Ахпÿрт, 1 класс) йышăнчĕ, II–Ю. Адюкова (Елчĕк р-нĕ, Аслă Елчĕк, 4 класс), III-А. Суркова (Кивĕ Ахпÿрт, 2 класс). 5-7 классем хушшинче К. Козлова (Кивĕ Ахпÿрт, 5 класс) çĕнтерÿçĕсем пулчĕç. А. Еремеев (Çĕнĕ Ахпÿрт, 6 класс)–II, К. Салмина (Кивĕ Ахпÿрт, 7 класс)–III. Аслă классенче вара икĕ çĕнтерÿçĕ–А. Табакова (Туçа, 9 класс), А. Салмина (Кивĕ Ахпÿрт, 9 класс). II вырăнта–А. Воробьева (Туçа, 9 класс), А. Маркова (Кивĕ Ахпÿрт, 8 класс). III вырăна Кивĕ Ахпÿрт шкулĕнчи А. Антипова (8 класс), Т. Филиппова (9 класс) пайларĕç.

Хутшăнакансене ĕнентерÿ хучĕсемпе, çĕнтерÿçĕсене Хисеп хучĕсемпе, уява килнĕ çыравçăсем хăйсен кĕнекисемпе чысласан Марина Карягина ачасем маттур пулнине палăртрĕ. Ун хыççăн Кивĕ Ахпÿрт шкулĕнче вĕренекенсем юрă-ташăпа савăнтарчĕç.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика