Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи лайăххисене палăртнă

27 ноября 2010 г.

Районта çулсеренех тĕрлĕ сферăри объектсен территорине тирпей-илем кĕртес, йывăç-курăк акса-лартса хитрелетес, хăтлăх кÿрес тĕлĕшпе конкурс йĕркелеççĕ. Комисси пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх конкурса хутшăннă ял поселенийĕсенчи ял-центрĕсенчен “Чи тирпейлĕ ял” номинацире Туçа ял поселенинчи Туçа ялĕ çĕнтерÿçĕ ята тивĕçнĕ. Ку енĕпе Патăрьел, Шăнкăртам, Нăрваш Шăхаль ял поселенийĕсене ырăпа асăнса хăвармалла. Çав вăхăтрах Кзыл Чишма, Тăрăн ял поселенийĕсем пирки ку сăмахсене калаймăн, конкурса “Чи лайăх хушма хуçалăх” номинаципе çеç хутшăннă.

“Чи кăтартуллă урам” ята Вăрман-хĕрри Шăхалĕнчи “Хурăнлă” (“Березовая) урам тивĕçнĕ. “Чи лайăх хушма хуçалăх” ята çĕнсе илессишĕн пынă тупăшура пĕрремĕш вырăна Турханти А.Раевский, иккĕмĕшне Ыхра Çырминчи Р.Сайдашев, виççĕмĕшне Ясная Поляна поселокĕнчи Р.Федорова хуçалăхĕсем йышăннă.

Ытти сферăсемпе илес пулсан çак номинацисемпе çĕнтерÿçĕсене палăртнă:

“Чи тирпейлĕ административлă çурт”–Патăрьелĕнчи почта çыхăну уйрăмĕн çурчĕ;

“Чи тирпейлĕ вĕрентÿ объекчĕ”–Алманчăри “Василек” ача сачĕ. Турханти “Çеçпĕл”, Сăкăтри “Родник” ача сачĕсем, Чăваш патшалăх университечĕн филиалĕн Чăваш Ишекĕнчи “Пĕлÿ çурчĕ” те кăтартуллă вĕрентÿ объекчĕсен шутĕнче;

“Чи тирпейлĕ сывлăха сыхлас енĕпе ĕçлекен объект”–районти тĕп больницăн Первомайскинчи пĕтĕмĕшле практика врач уйрăмĕпе участок больници;

“Чи кăтартуллă культура объекчĕ”–Турханти психоневрологи интернатĕнчи клуб;

“Чи кăтартуллă суту-илÿ объекчĕ”–Патăрьелĕнчи Ю.Трофимов индивидуаллă предпринимателĕн “Добрый” магазинĕ;

“Чи тирпейлĕ обществăлла çăл куç”– Çĕньял ял поселенинчи Çăл Атăк çывăхĕнчи обществăлла çăл куç;

“Чи кăтартуллă машинăпа трактор паркĕ”–Патăрьелĕнчи “Плодопитомник “Батыревский” акционерла уçă пĕрлешĕвĕн машинăпа трактор паркĕ.

Конкурс критерине тивĕçтермен пирки хисеплĕ ята çĕнсе илессишĕн пынă тупăшура “Чи кăтартуллă ял”, “Нумай хваттерлĕ çуртсенчи чи кăтартуллă картиш” ятсене никама та паман.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика