Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Туçа ен шăпчăкĕсем” халăха савăнтараççĕ

24 ноября 2010 г.

Туçа ял поселенинчи культурăпа халăх пултарулăх творчествин аталану центрĕ çумĕнче эстрада юррипе ташшине кăмăллакансен пултарулăх ушкăнĕ пĕремĕш хут сцена çине тухни иккĕмĕш эрне çеç. Ку ушкăнта шкул ачисем те, культура ĕçченĕсем те, юрра-ташша ăста ытти çынсем те пур. Пуçласа вĕсем хăйсен пултарулăхĕпе Анат Туçасене савăнтарнă. Ял халăхĕ сцена çине тухакан артистсене тăвăллăн алă çупса кĕтсе илнĕ, ăсатнă. Юрлакансен “Пике” тата “Янташ”, ташлакансен “Авангард” ушкăнĕ, уйрăм юрăçсен сцена ăсталăхĕ пурне те савăнтарнă.

Иртнĕ эрнере “Туçа ен шăпчăкĕсем” Пăлакассисене хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтернĕ. Çывăх вăхăтра артистсем Туçа ял поселенинчи ытти ялсенче те пулĕç.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика