09 октября 2010 г.
Çулсем пĕр вĕçĕм шăваççĕ, 85 çула та çитрĕм. Вăтаелĕнче арçынсенчен чи асли. Манпа пĕр тапхăрта ÿснисенчен чылайăшĕ юнашар çук ĕнтĕ. Пурнăç та çăмăл килмерĕ, чăтмалли те нумай пулчĕ. Эпĕ 16 çулта чухне Сăр шывĕ хĕррипе окоп чавма ячĕç. Пĕрле ĕçленисенчен никам та юлман. 1943 çулта салтака илчĕç, 7 çул службăра тăтăм. Ĕмĕр тăршшĕпе ялта пурăнтăм, халь Шупашкарта хĕрпе кĕрÿ патĕнче кĕтес тупрăм. Вĕсем ăшă кăмăлпа пăхни, сĕтел çинче апат-çимĕç татăк тăманни сывлăха упрама май пачĕ, ĕмĕре те тăсрĕ. Çак çула çитиччен пурăннăшăн Турра та тав тăвас килет, вăл пилленипе 85-е çитрĕм.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)