Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăрлăха парăнман салтак

04 августа 2010 г.

Ытла та йывăр-çке хăвăнне çеç мар, çыннăн хуйхи-суйхине те курма, чăтса ирттерме. Темшĕн этем тени ума йывăрлăх тухса тăрсан çеç пурнăç тĕшшине туйса илет. Туйса илет те – хăшĕ-пĕри ăна парăнтарать, тепри хăй ăна парăнать. Çут тĕнчене пĕрре пурăнма килетпĕр-çке, апла ăна тивĕçлипе пурăнса ирттересчĕ.

Нумаях пулмасть Алексей Смирнов десантник çинчен пĕлме тÿр килчĕ. Вăл тÿссе ирттернĕ инкек-синкек çумĕнче пирĕн пурнăçри йывăрлăхсем мĕн вĕсем! Тимĕртен тунă-ши ăна; Мĕншĕн пĕр çын çине çавăн чухлĕ хурлăх йăтăнса анать. Вăл çавна чăтать, малалла пурăнма ăнтăлать, хăйне телейлĕ тесе шутлать.

1979 çул... Алексей Смирнов ашшĕ совет номенклатуринчи офицер Афганистана интернационалла тивĕçе пурнăçлама тухса каять. (Офицер мăйĕнчен хĕрес хывмасть, мĕнле апла ун пек;) Кайиччен малтан Алексее (темшĕн ăна кăна, Алексей йĕкĕр хăраххи-çке) чиркĕве илсе каять. Хĕрес тата Турă амăшĕн пĕчĕк иконне илсе парать.

– Упра вĕсене. Вĕсем сана яланах хÿтĕлесе тăрĕç, – тет вăл ывăлне.

Шел, ашшĕ унтан таврăнаймарĕ. Амăшĕ хуйха тÿсеймесĕр йывăр чирлесе çĕре кĕчĕ. Сĕм тăлăха юлнă улттăри йĕкĕрешсене ача çуртне вырнаçтарчĕç. Тăван çемьене, кил ăшшине ылмаштараканни мĕнех пур-ши вăл; Çапах та Алешăпа Саша, ашшĕ пекех çар çынни пулма ĕмĕтленекенскерсем, Суворов училищине лекеççĕ, унтан вĕренсе тухсан – десантниксен çарне.

1994-1996 çулсем... Чечен вăрçи вăхăчĕ. Ку вăрçа хăйĕн тискерлĕхĕпе нимле вăрçă та танлашайман теççĕ. 50 пин мирлĕ халăхпа 6 пин Раççей салтакĕ вилнине палăртнă çак вăхăтра. Çак авăра лекнĕ те Смирновсем. Питĕ йывăр килнĕ вĕсене. Чечен боевикĕсем вĕсене хупăрласа илнĕ, анчах салтаксем парăнман. Юлашкинчен боевиксем вырăс священникне Анатолий Чистоусова тыткăна илеççĕ. Ăна салтаксене парăнма ÿкĕтлеме хушаççĕ. Алексей аса илет:

– Пирĕн пата вырăс священникĕ пычĕ. Малтан пурне те тÿсĕмлĕх сунчĕ. Йывăрлăхра чăтăмлă пулма кирлине каларĕ. Юлашкинчен пил пачĕ те тухса кайрĕ. Çакă пирĕн салтаксене вăй-хăват кÿртрĕ. Эпир окруженинчен тухрăмăр. Каярах вара пачăшкăна чеченсем асаплантарса вĕлернине пĕлтĕмĕр.

Çапах та çак çапăçура Алексей йĕкĕр хăраххине Сашăна çухатать. Çемьерен пĕр-пĕччен тăрса юлсан та пурăнас ĕмĕчĕ нихăçан та сÿнмен. Анчах пĕр хаяр çапăçура Алексей аманса тыткăна лекет.

Тыткăнри пурнăç çинчен аса илсен офицерăн куççуль тухать. Чеченсем ăна ирĕксĕрлесе ислам тĕнне йышăнтарасшăн пулнă. Чĕрĕ юлас тесе хăш-пĕри çапла тунă та. Йышăнмасан сана вилĕм çеç кĕтнĕ. Алексейпа унăн юлташĕсен пĕртен-пĕр çул çеç пулнă. Тармалла. Хурала вĕлерсе чылайăн тухса тараççĕ. Анчах боевиксем сиссе вĕсене хăвалама тытăнаççĕ.

Шăп çакăнта йывăр аманать те Алексей Смирнов. Пĕр пуля тăнлавран лекет, тепри – чĕререн. Юлташĕсем вилнĕ тесех шутлаççĕ ăна. Пăхаççĕ те, чĕре тĕлĕнчен лекнĕ пуля Турă амăшĕн иконне çурмаран хуçнă, шала кĕреймен. Йывăçран тунă турăш Алексее вилĕмрен çăлнă.

– Турă амăшĕ хăй хÿтĕленĕ мана, – тет Алексей.

Çапах пуçран аманни паралич патне илсе çитернĕ. Çулталăк больницăсенче сипленнĕ хыççăн ултă çул инвалидсен çуртĕнче пурăннă вăл.

– Анчах ура çине тăрассине яланах шаннă. Турă амăшĕ хăй вилĕмрен хăтарчĕ пулсан ман кун-çулăм иртмен-ха. Эпĕ хамăн çĕр çинчи ĕçĕмсене вĕçлемен-ха, теттĕм. Чăннипех те, ура çине тăрсанах мĕн май çитнĕ таран çынсене усă курас тесе пурăнма тытăнтăм. Тĕрлĕрен мăнастирсене пулăшаттăм. Нихçан та укçалла ĕçлемен, мĕншĕн тесен, манăн Турă умĕнчи парăмăн виçи те çук-çке-ха. Турри мана ырă хĕрарăм тĕлне пултарчĕ. Вăл мана ăнланать. Эпир чаплă пурăнмастпăр пултăр, апла пулин те пур пек укçа-тенкĕпе çынсене пулăшма тăрăшатпăр. Ун вырăнне чунра канлĕ, лăпкă, – тет ĕнерхи салтак.

Алексей Смирнов пек йывăрлăха парăнман, кирек хăçан та сана алă тăсса пама хатĕр çынсем пулсан пурăнатпăр-ха эпир.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика