Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Ĕçленĕ чух эп çунатлă...»

04 августа 2010 г.

Пĕр вун пилĕк – çирĕм çул каялла Кивĕ Ахпÿрте Патăрьел енчен пырса кĕнĕ çĕрте, сылтăмра, тыр-пул кашлакан уй-хир сарăлса выртатчĕ. Кăнтăр хĕвел тухăç енче плотина тата колхозăн сысна ферми. Халĕ кунта çамрăксем çавăрнă капăр çуртсем яла илем кÿрсе лараççĕ. Ял çыннисем ку урама шÿтлесе “çĕнĕ чăвашсен” е “миллионерсен урамĕ” теççĕ. Пÿрчĕсем, чăнах та, пĕринчен тепри хитре. Чи илемли, кăмăла каяканни, курăмли вара Куля Володин виçĕ хутлă керменĕ. Вăл хуçалăх ыттисенчен уйрăмтарах, плотина çывăхнерех, унчченхи хăмла пахчипе çумлă ларать.

Володя Павлов – Кулян улттăмĕш ачи, ывăлĕсенчен кĕçĕнни. Ашшĕпе амăшĕ ăна авалтан пыракан йăлапа тĕпкĕче хăварасшăнччĕ, хăй те малтан çаплах шухăшлатчĕ. Каярахпа, ытти çамрăксем уйрăлса тухса çуртсем тума тытăнсан, пÿрчĕпе кĕлетне пăсса çĕнни лартасшăнччĕ. Аслисем хирĕçленипе тытăнмарĕ.

Професси училищинчен механизатора вĕренсе тухнă хыççăн Володя салтакра пулчĕ. Унтан таврăннă хыççăн “Гвардеец” колхозра (вăл вăхăтра хуçалăх саланманччĕ) трактористра вăй хума тытăнчĕ. Тăрăшуллă, хура ĕçрен хăраман йĕкĕт акана, вырмана хутшăнать, хĕлле вăрман турттарать. Ытти каччăсем пек клубсем тăрăх ташласа çÿреме те юратсах каймасть. Таврари ялсенче те чунне килĕшекен хĕр курмарĕ. Çапах та пĕррехинче пурнăç çулĕпе пĕрле утма кăмăллă пикене ăнсăртран тĕл пулчех.

Сашук тăванĕ туйĕнче хĕр çумми пулса килнĕ чиперккене пĕрре курсах килĕштерчĕ. Çаврака кĕрен питлĕ, хура куçлă, тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ вирьял хĕрĕ чĕринче çулăм тивертрĕ, тейĕн. Юрра-ташша ăстаскерпе çемĕ майăн пĕрле пĕр-ик хутчен те ташласа илчĕç. Кайран, туй хыççăн, вĕсен ялне мотоциклпа çÿрерĕ.

Света фермăра дояркăра ĕçленĕ, шкул пĕтерсенех кунта килнĕ. Спортра та маттурскер концертсене те хутшăннă. Çепĕç сассипе юрласа ял-йыша тĕлĕнтернĕ. Çамрăк каччă чунне хускатмалли пикех пулнă çав, тăванăмăн ачи çавăнпах çухатас темен ĕнтĕ. Хĕр те анат ен каччине кăмăлланă. Нумай та вăхăт иртмен, Володьăпа Света пĕр çемье çавăрнă. Çамрăк кине пăянамă-шĕпе пăятамăшĕ те килĕштернĕ, уйрăмах мăшăрĕн ашшĕпе пĕр чĕлхе хăвăрт тупнă.

Коля час-часах ыйхă килменнипе нушаланатчĕ. Хĕллехи вăрăм çĕрсене мĕнле кĕскетмелле; Телевизор пăхас – юрамасть, ыттисене çывăрма кансĕрлет. Ирĕк-сĕрех пĕччен шашкăлла выляма тытăнать. Пĕринче çапла кинĕ ун умĕнче чарăнса тăрать:

– Ак çакна куçар, – тет.

– Выляма пĕлетĕн-и; – ыйтать пăятамăшĕ кинне куçран тинкерсе.

– Вылякаланă, – тет Света.

Çакăн хыççăн хăйне валли юлташ тупать Володя ашшĕ.

Сисĕнмесĕрех хĕл иртет, çуркунне çитет. Володя пĕринче ашшĕпе çĕр ыйтăвĕпе калаçу пуçарать:

– Атте, пирĕн хыçри пахча пĕчĕккĕ, тепĕр çурт вырăнĕ мана валли илмелле мар-ши;

– Ун пек параççĕ-им; – ыйтать ашшĕ.

– Параççĕ.

– Ăçта илес кăмăлу пур;

– Плотина патнелле. Вырăнĕ лайăх, выльăх-чĕрлĕх, хур-кăвакал усрама савăнтарса ярать.

– Эсĕ унта пурăнма куçма шутламастăн пулĕ те; – кăнн пăхать ачи куçĕнчен ашшĕ.

– Шăхăшлатпăр. Сирĕнпе пурăнма Ульяновскинчен тете куçса килет.

Володя мĕн шухăшлать, çавна тăвать. Çирĕп кăмăллă çын вăл. Чăнах та часах хăй валли çĕр вырăнĕ илет, çамрăксем çурт лартас тесе ĕçлеме тытăнаççĕ. Çавăн чухне пĕрре вăл ман пата пырса ларчĕ. Калаçкаласа ларнă хыççăн мана:

– Тете, мана пулăшма пултараятăн-и; – терĕ.

– Мĕнпе;

– Укçапа.

– Пÿрт лартма кирлĕ-и;

– Унпа кăна та мар-ха. Трактор илесшĕн эпĕ. Анат Туçа шкулĕ сутать. Çĕнĕ мар ĕнтĕ, кивĕскер, ĕçлейменскер. Эпĕ юсатăп ăна.

Кăштах перекетленĕ укçа пурччĕ те, патăм. Тепĕр куннех трактора кăкарса турттарса килчĕ те юсама тытăнчĕ. Çур аки пуçланнă çĕре кĕрлеттерсе ячĕ.

Çак вăхăт тĕлнелле колхозсем саланма пуçларĕç. “Гвардеец” колхоз та пилĕк пая уйрăлчĕ. Володя хуçалăхра ĕçлекен тракторне пăрахрĕ те хăйĕн “хурçă учĕпе” çынсен пахчисене сухалама тытăнчĕ. Тул çутăличчен тытăнатчĕ те сĕм çĕрле пуличчен тăрăшатчĕ. Пĕр шăйрăксăр, шырлансăр тăватчĕ, пурин кăмăлне те каятчĕ.

Пĕр-ик çул кустăрмаллă тракторпа ĕçленĕ хыççăн Володя гусеницăллине туянчĕ. Ку лешĕнчен лайăхрах, çаврăннă чух та çĕре хытармасть. Çынсем çакна кураççĕ те пушшех ун патне туртăнаççĕ. Черет тăрсах ăна сухалаттараççĕ, ют ялсенчен, районсенчен те ун патне килеççĕ.

Пĕчĕккĕн укçа пухăнать, Володьăпа Света кирпĕчрен подваллă çурт хăпартса лартаççĕ, ашшĕ килĕнчен уйрăлса тухаççĕ.

Колхоз саланнă пирки Света та Патăрьелĕнче, МСОра ĕçлеме тытăнать, штукатурка тума хăнăхать. Пушă пĕри лармасть, çавна май укçа та кĕрет. Икĕ ывăлĕ çи-тĕнсе пынине шута хурса, тыткаламалăх кĕмĕлĕ те пуррипе усă курса Павловсем виççĕмĕш хутне хăпартма шухăшлаççĕ. Хăйсен ĕмĕтне пурнăçлаççĕ. Халĕ подвалта йÿçĕтнĕ хăяр-помидор, компот-варени упранать. Иккĕмĕш хутĕнче – зал, кухня, веранда, мунчапа выльăхсем патне тухмалли коридор. Виççĕмĕшĕнче çывăрмалли пÿлĕмсем тата ачасене урок хатĕрлемелли кĕтессем. Унта хăпармалли картлашка патша керменĕнчи пекех. Сарлака. Карлăкĕ эрешлĕ.

Çын ĕмĕтлĕ. Ĕç ăнса пырсан татах урăх ĕç тăвас килет. Малтан Володьăн акса-лартмалли çĕрĕ 30 сотăй пулнă, каярахпа пысăклатса пырса гектара çитерет. Мĕнле майпа тетĕр-и; Пĕрисем, хулара пурăнакансем, çĕр илсе çĕр улми лартрĕç. Вăхăтра çумлаймарĕç, çавăнпах çимĕçĕ те вĕтĕ пулчĕ. Малалла усă курас темерĕç. Володя çак çĕре арендăна илчĕ, унтан кашни хуçалăха пĕр гектар çĕр памалла турĕç. Ку кăна та мар, унччен колхоз аллинче пулнă çĕре ял çыннисене валеçрĕç. Кам ял хуçалăх предприятине, кам уйрăм çынсене арендăна пачĕ. Володьăна тăванĕсем хăйсен пайĕсене акса-лартма шанчĕç. Ултă гектар ытла çĕр халь унăн, пĕр лаптăкне те ахаль вырттармасть. Тыр-пул, çĕр улми, кишĕр, сухан-севок ÿстерет.

Çулсем шăваççĕ, ачисем те ÿссе пыраççĕ. Асли, Валентин, трактор рульне хăех тытать. Сухалать. Кĕçĕнни те, Денис унтан юласшăн мар. Ашшĕне час-часах “хурçă ута” çÿретме хăнăхтарма аптăратать.

Пĕррехинче Кивĕ Ахпÿртри “Çăлкуç” ача садне Шупашкартан тележурналист килнĕччĕ. Ачасенчен ÿссен кам пулма ĕмĕтленни пирки ыйтнă. Улттăри Денис :

– Тракторист пулатăп, – тет хăюллăн. – Тата урхамах ÿстеретĕп.

– Унпа мĕн тăватăн; – тĕлĕнсе ыйтать журналист.

– Акатуя каятăп та ачасене лартса катаччи чуптаратăп, – тет кăмăллăн шăпăрлан. Хăй сăмахне тытрĕ тейĕн, вунă çула кайсан руль умне ларчĕ. Пикенсех сухалать. Ашшĕ пăхса тăрать. Лашапа час-часах çÿрет, аслисене пулăшать. Урхамахĕ пĕрре кăна мар вĕсен, унсăр пуçне сăвăнакан ĕнесем, вăкăрсем, пăрусем, чăх-чĕп, хур-кăвакал карта тулли.

– Хăш вăхăтра, мĕнле пăхса ĕлкĕретĕн; – тĕлĕнсе ыйтатăп Володьăран.

– Çывăрса выртаймастăн ĕнтĕ. Хĕлле те, çулла та тăватă сехетре ура çинче. Света ĕнесем сăвать, эпĕ выльăх айне тасататăп, апат паратăп. Çулла ачасем нумай пулăшаççĕ.

Володьăн халь тракторсем кăна мар, урăх техника та пур: çĕр улми кăлараканни, йăран çыраканни, утă-улăм тюклаканни. Ял хуçалăх предприятийĕсене те пулăшать.

– Малалла мĕнле ĕмĕтсем; – кăсăкланатăп.

– Çĕр тата илесшĕн. Сахал вĕреннĕ эпĕ. Пысăк тухăçлă тыр-пул, çĕр улми, пахча çимĕç çитĕнтерес, самăр выльăхсем ÿстерес, ху туса илнĕ продукцине лайăх хакпа сутас тесен темĕн те пĕлмелле. Асаттесен пĕлĕвĕпе паян малалла кайма çук. Халь хăвăнах агроном, зоотехник, ветеринар пулмалла. Ку çеç-и; Экономист пирки те манмалла мар.

– Техникăна лайăх пĕлни те кирлĕ пулĕ;

– Ку каламасăрах паллă, 10-15 çул хушшинче миçе хут трактора сÿтсе пуçтарман пуль! Халь “хурçă ут” çĕмрĕлсе ларасса кĕтместĕп, ăçта мĕнле пай “чирлеме” пуçланине сасранах туятăп та юсатăп.

– Володя, тĕрĕссине кала-ха, сана мĕн тума çавăн чухлĕ çĕр, выльăх-чĕрлĕх кирлĕ; – ыйтатăп унран. Кăнн... пăхрĕ вăл ман çине.

– Ман эрех-сăра ĕçсе урам тăрăх ахăрашса çÿремелле-и; – терĕ.

– Эсĕ ĕçместĕн-ха, пирус та туртмастăн пулас.

– Мĕн тума иртĕнмелле; Никотин çăтмалла; Ĕçке пула миçе çамрăк вăхăтсăр çĕре кĕчĕ! Эрех-сăрапа минриччен эпĕ ĕçлетĕп. Ĕçленĕ чухне хама çунатлă туятăп, вĕçес килнĕ пек.

– Ывăнатăн пуль тетĕп-çке...

– Паллах, ывăнтарать, анчах вăл иртет. Ĕçкĕ сĕрĕмĕ пурнăç тăршшĕпе нушалантарать.

Эсир мана укçашăн кăна тăрăшать тетĕр пуль; Тĕрĕсех шухăшлатăр, халь пурте çавăншăн ĕçлеççĕ. Эпĕ уншăн кăна тар тăкмастăп вара. Манăн хамăр тавралăха илемлĕ тăвас килет. Мĕн чухлĕ çĕр сухаланмасăр, акăнмасăр, çум курăк айĕнче выртать. Çавăншăн чун ыратать, усă курман лаптăксем вырăнĕнче тыр-пул ÿстерес килет. Ун чухне тÿпере тăри те тăрлатать, сар кайăк та юрлать.., – терĕ Володя.

Мĕнех, пархатарлă ĕмĕт-тĕллев. Ăнăçу сунас килет. Пурте ун пек шухăшласан ют çĕр-шыв аш-пăшне çимĕттĕмĕрччĕ, тавралăх тата хитререх пулĕччĕ.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика