09 июня 2010 г.
Пирĕн йăх авалтанпах пырать. Несĕле пуçласа яраканни – Йăкăнат. Унăн Киркка ывăлĕнчен пирĕн йăх хушамачĕ пуçланнă. Мăхари “махорка” тенине пĕлтерет. Киркка ялта чи малтан табак ÿстерсе сутма тытăннă. Çавăнтан вара Игнатьев хушаматпа çÿрекенскерсем Табаков пулса тăнă.
Пирĕн йăхри çынсем те тĕрлĕ вăрçăра çапăçнă. Николай Алексеевичпа Ефрем Тимофеевич Табаковсем икĕ вăрçăра та пулнă. Василий Ефремович, Геннадий Ефремович тата ман мăн асатте Иван Анисимович та нимĕç фашисчĕсемпе çапăçнисен йышĕнче. Аттен шăллĕ – Владимир Иванович – Афган вăрçине хутшăннă.
Манăн мăн асаттепе асанне – Иван Анисимовичпа Василиса Тимофеевна. Мăн асатте купăс калама юратнă. Иван Анисимович вăрçă хирĕнче фашистсемпе çапăçнă, инвалид пулнă, виçĕ хутчен аманнă. Вăрçăран таврăнсан почтăра, ферма заведующийĕнче ĕçленĕ. Мăн асанне вара Углевсен йăхĕнчен. Ялта ăна Вĕçук тенĕ. Вĕсем иккĕшĕ сакăр ача çи-тĕнтернĕ.
Асатте – Иван Иванович – Челяковсен хĕрне Валентина Павловнăна качча илнĕ. Вăл ачаранах колхозра ĕçленĕ, каярах конюхра вăй хунă, лашасене юратнă. Мăшăрĕпе иккĕшĕ вĕсем пилĕк ача çитĕнтернĕ.
Мăн кукаçи те вăрçăра çапăçнă. Данил Михайлович Овечкин кĕреçе сухаллă пулнă май, мана пĕчĕк чухне И.Я. Яковлева аса илтеретчĕ. Вăл мăшăрĕпе пилĕк ача ÿстернĕ. Вĕсенчен пĕри – Ксения Даниловна – манăн кукамай. Вăл Илья Павлович Каргина качча тухнă. Иккĕшĕ те питĕ ĕçчен, тăрăшуллă çынсем. Нумай çул колхозра вăй хунă. Шел, йывăр чире пула кукаçи вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Кукамай халĕ кĕçĕн ывăлĕн çемйипе пурăнать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)