Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тусла телпулу

21 января 2009 г.

Кивĕ Ахпÿртри шкулта савăнăçлă тĕл пулу иртрĕ. Физкультура учителĕ П.Рыбкин пуçарнипе паллă спортсменсене икĕ хутчен тĕнче чемпионачĕсене хутшăннă СССР спорт мастерне А.Савельева тата тĕнче класлă спорт мастерне, СССР чемпионĕ пулнă, Испанири Вуэлтăри, Италинчи Наджирори тата Тур де Франс велогонкăсенче тĕрлĕ этапра мала тухнă, “Сăрт-ту королĕ” ята тивĕçнĕ И.Иванова чĕннĕ.

Вĕсемпе пĕрлех Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта 41 çул физкультура учителĕнче ĕçленĕ, волейболпа велосипед спорчĕн ветеранĕ В.Бородкин та пулчĕ. Кивĕ Ахпÿртри шкул ĕçченĕсемпе вĕренекенĕсем хăнасене ăшшăн кĕтсе илчĕç. Шкул директорĕ О.Рыбкина пĕрин хыççăн теприне сăмах парса паллаштарчĕ, кашнийĕ ачаран спортпа туслашсан çирĕп сывлăхлă, хитре çан-çурăмлă, ăслă-тăнлă, нумай тус-юлташлă пулнине ăнлантарса пачĕç. А.Савельев, акă, республикăри велоспорт федерацийĕн членĕ пулнă май Кивĕ Ахпÿрт шкулĕнче велосипед спорчĕн филиалне уçасшăн пулнине пĕлтерсен тăвăллăн алă çупса саламларĕç.

– Пирĕн çĕр-шыври тĕнчипе палăрнă спортсменсем пурте тенĕ пекех ялсенчен тухнă, – терĕ Анатолий Михайлович. Хăй те Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта велосипед спорчĕн вăрттăнлăхĕсене алла илнĕ, вĕренсе пĕтерсен икĕ-виçĕ çултан СССР пĕрлештернĕ командине лексе тĕнче чемпионачĕсене хутшăннă. Çавăнпа шкул ачисене спорт секцийĕсене çÿресе тĕрлĕ ăмăртура тупăшса малалла талпăнма сĕнчĕ. Вăрмар тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ И.Иванов шкулта вĕреннĕ вăхăтрине аса илсе спортпа туслашса кайнине каласа пачĕ. 1981 çулта тăватă чăваш каччи: И.Иванов, В.Гаврилов (Вăрмарсем), А.Савельев, В.Осипов (Çĕмĕрле районĕ) Совет Союзĕн пĕрлештернĕ командипе Испани çĕр-шывĕнче иртнĕ велосипедпа кросс чупас енĕпе тĕнче чемпионатне хутшăннă. Иван Михайлович малашлăхра Пĕтĕм союзри чи пысăк ăмăртусенче çĕнтерÿçĕ ятне илсе ют çĕр-шывсенче тупăшма тĕллев лартать. Совет Союзĕн командипе вăл икĕ çул Испани çĕр-шывĕнче пурăнса, тĕнчери чи вăйлă спортсменсемпе тупăшса тĕлĕнтернĕ тата виçĕ çул Итали çĕр-шывĕнче пурăнса профессионаллă велосипедистсемпе ăмăртса тĕнчери чи пысăк та сумлă ăмăртусенче лайăх результатсем кăтартнă. Ăмăрту 15-20 этапран тăрать. Кашни кун 120-210 çухрăмлă дистанцисенче тупăшаççĕ. Вăрмар каччи пурне те тĕлĕнтернĕ. 5-6 çухрăм тăршшĕ ту çинелле хăпармалли дистанцисенче “Сăрт-ту королĕ” ята çĕнсе илме пултарнă. Иван Иванов тесен тĕнчери пур велосипед спортне юратакан та унпа мухтаннă.

Малалла спортзалти кĕрешмелли кавир çинче хуçасемпе Патăрьелĕнчи пĕрремĕш шкулти кĕрешÿçĕсем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Кивĕ Ахпÿртсем хăйсем чăн-чăн кĕрешме пĕлнине кăтартса пачĕç. Кĕске кану вăхăчĕсенче шкулти юрă ăстисемпе ташăçăсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.

Саша Сеприханова, Антоний Маркова, Владис Пыркина, Алеша Кошкина республикăри велофедераци ячĕпе Анатолий Савельев грамотăсемпе асăнмалăх парне парса хавхалантарчĕ. Çакăн пек тĕл пулусене ытти шкулсенче те ирттерсен лайăх та усăллă пулĕччĕ.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика