Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Урока тивĕçлипе хакларĕç

21 января 2009 г.

Анат Туçари тĕп шкулта Елчĕк, Шăмăршă, Патăрьел ра-йонĕсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен семинар-канашлăвĕ иртрĕ. Педагогсене уроксенче çĕнĕ информаци технологийĕсемпе усă курасси интереслентерчĕ. Вĕсем саккăрмĕш класра пулчĕç. Кунта чăваш чĕлхипе литература учительници Е.Перепелкина В.Петров çыравçăн “Çăлăнăç” хайлавĕ тăрăх “Этем этеме ан пул ытлашши” темăпа уçă урок ирттерчĕ.

Пытарма кирлĕ мар, юлашки вăхăтра çитĕнекен ăру компьютер, телевизор ăшне “путса” пырать. Литература хайлавĕсене вулама ÿркенет. Çакна сирес тĕллевпе йĕркелерĕ Елена Сафроновна урока. Произведение вулама киле ĕç парса янă вăл. Вулани çеç çителĕксĕр. Тĕплĕн тишкерме сĕннĕ. Çакна урокра кăтартрĕç. Ырăпа усал хушшинче иртекен çын ĕмĕрĕнчи кашни пулăма аса илчĕç вĕренекенсем. Çын çынна пулăшса ыр тумашкăн хăнăхма кирлине çирĕплетрĕç. Тĕп сăнарпа А.Крысова, сюжечĕпе Ю.Плешкова паллаштарчĕç, тĕп геройĕн ырă, усал ĕçĕсене палăртрĕç. Кошкинпа Андреев Сашăсем, Женя Мясников, Коля Пласкин, Вика Краснова уçса пачĕç çаксене. Илемлĕх мелĕсене шута илчĕç. Ăна çут çанталăка сăнанинче курчĕç. Коля Сорокин кашни улшăнăва черетлесе кăтартрĕ. Шухăша аталантарса геройсен малашлăхне те пĕлесшĕн пулчĕ учительница. Вĕренекенсене çын çынпа пурăннине, çын çынпа савăннине, çын çынна юратнине тĕслĕхсемпе çирĕплетсе пама ыйтрĕ. Курайманлăх туйăмĕсене аса илтерчĕ. Çынна усал тунине ырăпа тавăрма кирлине çирĕплетекен тĕслĕхсем аса илсе кĕске сочинени çырнă кашнийĕшĕ. Вĕсене вулаттарчĕ.

Вĕренекенсем те пушă лармарĕç урокра. Вĕрентекен те ĕçлĕ пулчĕ. Повеçе паянхи пурнăçпа танлаштарса пĕтĕмлетÿ турĕ. Урока компьютерпа ирттерни танлаштару-тишкерÿ ĕçне хăвăртлатрĕ. Вĕренекенсене килти ĕçшĕн лайăх паллăсем лартрĕ.

Шăнкăрав хыççăн хăнасем урока тишкерчĕç. Кĕскен çакăн пек хакларĕç вĕсем:

М.Табакова, Туçа вĕрентÿ центрĕнчи учительница, вырăнти методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи:

– Иккĕллĕ-виççĕллĕ дневниксемпе çак шкулта нумай ĕçлеççĕ. Вăтам пĕлÿ илме пирĕн пата пыракан ачасен пĕлĕвĕпе те хаклама пулать çакна. Урокпа киленсе çеç лартăм.

Г.Хлебникова, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул учительници:

– Урок паянхи пурнăçпа килĕшсе тăрать. Актуаллă. Пичете сĕнес.

Н.Круглова, Елчĕк районĕнчи Курнавăш вăтам шкулĕнчи учительница:

– Урок вĕрентекенĕн анлă тавра курăмне кăтартрĕ. Проект меслечĕпе ĕçлени çакна ыйтать те. Е.Перепелкинăн сайчĕ те пуян.

Е.Стеклова, Шăмăршă райо-нĕнчи Палтиел шкулĕнчи вĕрентекен:

– Вĕрентекен Раççей шайлĕ урок пама тивĕçлĕ. Унран хамăра кирлине чылай илтĕмĕр. Сахал ачапах мĕн чухлĕ ĕç турĕ вăл. Словарьпе, дневникпа, пурнăç картлашкипе усă курчĕ.

Елчĕкри вĕрентÿ пайĕн специалисчĕ З.Ермолаева, Шăмăршăри вĕрентÿ пайĕн методисчĕ И.Иванова, Туçа вĕрентÿ центрĕнчи В.Яковлева тата ытти учительницăсем урока пысăк хак пачĕç. Елена Сафроновна пултарулăхне аслă категориллĕ педагог шайне хурса хакларĕç.

Семинар-канашлу пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе сăмах вĕççĕн паллашассипе малалла тăсăлчĕ. Елчĕк педагогĕсем Чăваш Республика Президенчĕн грантне çĕнсе илессипе тухăçлă ĕçлеççĕ иккен. Шăмăршăсем республика шайĕнчи конкурс-олимпиадăра малти вырăнсене ытларах йышăнаççĕ. Апла пулсан, кÿршĕсенчен вĕренмелли пурах. Çакна районти вĕрентÿ пайĕн методисчĕ В.Алексеева çирĕплетрĕ. Малалла Валентина Константиновна методика пĕрлешĕвĕн ытти ыйтăвĕсене хускатрĕ.

Шкул директорĕ С.Перепелкин шкул пурнăçĕпе тата кунти чăваш литературипе чĕлхине вĕрентес ĕçсемпе паллаштарчĕ. 18 çул ачасемпе ĕçлет Елена Сафроновна. Çак хушăра Чăваш Республикин Вĕрентÿ министерствин, район администрацийĕн, вĕрентÿ пайĕн, шкул дирекцийĕн грамотисене сахал мар тивĕç пулнă. Мăшăрĕпе иккĕшĕ пĕр предмета вĕрентни те ĕçре çăмăллăх кÿрет. 2008 çулта çеç вĕсем хатĕрленĕ виçĕ ача “Чĕвĕлти чĕкеç” конкурсра тата виççĕшĕ “Ăслăлăх, пултарулăх, аталану” конференцинче, иккĕшĕ чăваш чĕлхипе литература олимпиадинче, пĕри “Ман çĕр-шывăм” (Раççей шайĕнчи) конкурсра çĕнтерÿçĕсем пулнă. Елена Сафроновна “Вĕренÿ системинчи чи лайăх урок моделĕ-2008” конкурс дипломанчĕ.

“Районти чи лайăх методика кабинечĕ-2008” конкурсра иккĕмĕш, “Районти чи лайăх чăваш чĕлхипе литература кабинечĕ – 2008” конкурсра пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнине, республика шайĕнчи конкурса хутшăннине те палăртса хăварма кăмăллă. Чăваш чĕлхипе культурологи факультетне вĕренме кĕрекенсен йышĕ те ÿссе пырать.

Хăйсен çитĕнĕвне коллектив вăйĕнче те туяççĕ педагогсем. Вырăс чĕлхипе литература, физика, математика, биологи, пуçламăш классен кабинечĕсем, географи площадки район шайĕнчи конкурссенче палăрнă. Чăваш чĕлхипе литература кабинечĕсем вĕсенчен япăх пулма сăлтавĕ те çук.

Коридорти, кабинетсенчи стендсем пуян. Вĕсене “Вĕрентÿ” наци программипе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ. Хăнасемшĕн тĕлĕнмелли тĕл пулчех. Лайăххине ăша хывма пулчĕç вĕсем. Çакнашкал семинар-канашлăва малашне те йĕркелеме кирлине палăртрĕç. Хулари е ун çывăхĕнчи шкулсене кайса курас ĕмĕчĕсем çуралчĕç.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика