29 ноября 2008 г.
Спорт передачисемпе халĕ те интересленме пăрахман-ха Анат Туçари В.Торговцева (ÿкерчĕкре сылтăмра). Нăрваш Шăхаль хĕрĕ И.Калентьева Пекинри Олимпиадăра тунă çитĕнĕве хĕпĕртесе пăхса ларнăччĕ вăл. Çамрăк чухне хăй те спортпа туслă пулнă-çке. Ăна пулах çĕр-шыври тĕрлĕ хулана çитнĕ: Нальчикри, Краснодарти, Волгоградри, Киеври, Энгельсри, Хусанти, Пермьри, Санкт-Петербургри ăмăртусем асран тухмаççĕ. 8 çул йĕлтĕрпе чупса район чысне хÿтĕленĕ Вера Порфирьевна. Республика пĕрлештернĕ командинче пулнă. Çулла велосипедпа ăмăртусене хутшăннă. Чемпион ятне тивĕçнĕскер 1949 çулта республикăн Хисеп кĕнеки çине кĕнĕ. Чăваш Ен чысне вара Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен чылайăн хÿтĕленĕ. Велосипедистсен командинче М.Сафин, М.Юсупов, В.Атнашкина, В.Кошкин, В.Стеклова, çăмăл атлетсен йышĕнче Р.Бикчурин, А.Улангин, Р.Камалетдинов тăнă.
Патăрьел хĕрĕ пулнă Вера Порфирьевна. Иртнĕ ĕмĕрĕн иккĕмĕш чĕрĕк çулĕн пуçламăшĕнче çуралнăскер самана йывăрлăхне астивнех. Ваççа пиччĕшĕ ăна ача чухне решеткерен йĕлтĕр туса панă. Унран хакли нимĕн те пулман. Утма-чупма ÿркенменнипех пурнăçри çул-йĕрне уçса пынă. Вăтам шкултан вĕренсе тухнăскере спортпа явăçни Етĕрнери физкультура учителĕсене хатĕрлекен çичĕ уйăхлăх курсра пĕлÿ пухма пулăшнă. Ун чухне те хула командишĕн конькипе ярăнса ăмăртма хутшăннă хĕр.
Районта учительсем çитмен. Малтанах çамрăк педагога Тăрăнта ĕç тупса панă. Унтан Кивĕ Катек, Çĕнĕ Ахпÿрт ачисене вĕрентнĕ вăл. Шăпа пÿрни Туçана илсе çитернĕ. Çакăнта пулас мăшăрĕпе Виталий Петровичпа паллашнă. Каярахпа Торговцевсем Анат Туçари шкула куçнă. Вера Порфирьевна кунта пуçламăш классене вĕрентнĕ. Ачасем çуралсан вара спортран уйрăлнă. Ашшĕпе амăшĕн педагог ĕçне халĕ ăрăва малалла тăсакансем илсе пыраççĕ. Наташа хĕрĕ Санкт-Петербургри гуманитари гимназийĕнче вырăс чĕлхипе литературине, Таня вара Шупашкарти пĕр шкулта акăлчан чĕлхине вĕрентеççĕ. Тĕпре пурăнакан Сергей мăшăрĕ те педагог. Светлана Александровна ялти шкулта ачасене вырăс чĕлхипе литература предметне вĕрентет.
Ултă мăнук Вера Порфирьевнăн. Пĕри тепринчен маттур. Наташăн ывăлĕсем аслă шкулта вĕренсе ют çĕр-шывра пĕлĕвĕсене тăсаççĕ. Таньăн аслă хĕрĕ вĕренÿри çитĕнÿшĕн пысăклатнă стипенди илет. Ялти Надя мăнукĕ “5” паллăсемпе çеç вĕренет. Тепри шкул çулне çитеймен пулсан та вулама, шутлама пĕлет.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)