08 ноября 2022 г.
ХАЛĂХ сурсан кỹлĕ пулать тенĕ ваттисем. Вăйсене пĕрлештерни чылай чухне хăйĕн ырă "çимĕçне" парать. Çак кунсенче çеç Тутар Сăкăтĕнче ял çыннисен хастарлăхĕпе 5 çухрăм ытла урамри çула вак чул сарса тирпейленĕ, çак тĕллевпе 600 пин тенкĕ ытла укçа пуçтарнă. Ырă ĕçе пуçаракансем - Айнетдиновсен çемйи. Тулли мар мобилизаципе кайма ят тухнă Минсеит ывăлне сăвап пултăр, унтан тĕрĕс-тĕкел, сывлăхпа таврăнтăр тесе хăйсен урамĕнче вĕсем пуçласа пĕр КамАЗ вакă чул тăкса тикĕслеме пикеннĕ. Вĕсен пуçарăвне Тутар Сăкăтсем пурте кар тăрса ырланă. Ял çыннисем пĕрисем техникăпа, теприсем ĕçлесе пулăшнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)