15 марта 2022 г.
Шкулта вĕренекенсенчен стипенди илме чи тивĕçлисен йышĕнче пулчĕ А.Вахитова. Тăрăшуллă, хастар, пуçаруллă хĕр вăл. Пуçламăш классенченех "5" паллăсемпе çеç вĕренет. Тав хучĕсене шутласа та пĕтереймĕн. Уроксене яланах тĕплĕн хатĕрленет, хушма литература нумай вулать.
Азалия шкул, район, регион шайĕнчи олимпиадăсенче малти вырăнсене йышăнать. Çакна 2020-2022 вĕренỹ çулĕсенчи кăтартăвĕсем те аван çирĕплетеççĕ. Математикăпа "Кенгуру", вырăс чĕлхипе "Русский медвежонок" конкурсĕсенче илнĕ дипломĕсем пур. Тĕпчев ĕçне тăрăшса явăçать. "EXCELSIOR" наукăпа практикăн районти конференцийĕнче çĕнтерчĕ. Регионсем хушшинчи "Манăн пĕчĕк çĕршывăм" конференцинче лауреат пулчĕ.
Азалия социаллă проектсем хатĕрлес тата вĕсене пурнăçа кĕртес енĕпе те сахал мар ĕçлет. Унăн "Пурăн, çăлкуç!" ĕçĕ районта пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ.
Юлташĕсем хушшинче авторитетлă, мал ĕмĕтлĕ, хăй тĕллĕн ĕçлеме пултаракан хĕр вăл. Ыттисен çитĕнĕвĕпе те савăнма пĕлет.
Спортпа та туслă А.Вахитова. Йĕлтĕрпе чупма, шашка-шахмат турнирĕсене хутшăнма юратать. Шкулти КВН командин йышĕнче тăрать.
Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулти "Добрята" волонтер бригадир лидерĕ те вăл. "Районти чи лайăх волонтер отрячĕ" конкурса хутшăнса малти вырăнсене тивĕçнĕ.
Театр та ют мар стипендиаткăшăн. Унăн тĕрлĕ енлĕ хастарлăхĕ пурришĕн савăнатпăр та.
Г.САБИТОВА, класс ертỹçи
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)