18 февраля 2022 г.
Тутар Сăкăтĕнче пурăнакан Мансур Хадтеевич Салиховпа эпĕ нумай çул туслă çыхăну тытатăп. Тăххăрмĕш теçеткене ваклакан ватă çак тăрăхра пурăнакансемшĕн паллă çынсенчен пĕри. Чылайăшĕ ăна тỹрĕ чунлă та ĕçчен, кăтартуллă çемье пуçлăхĕ, ырă кăмăллă бабай, сăпайлă тата тарават кỹршĕ, хисеплĕ ял ĕçченĕ пулнипе пĕлеççĕ.
Мансур абый - вăрçă ачи. Пирĕн çĕршыв çине нимĕçсем сĕмсĕррĕн тапăнса кĕнĕ хыççăн икĕ кунтан, 1941 çулхи июнĕн 24-мĕшĕнче кун çути курнă вăл. Кашни çемьешĕн йывăр та пăлхануллă çулсем. Пăшăрхану, пăлхану, куççуль... Вăрçă пуçлансанах Тутар Сăкăтĕнчен те вăйпитти арçынсемпе çамрăк каччăсене Тăван çĕршыва хỹтĕлеме илсе кайнă. Мансурăн ашшĕне те темиçе кунтанах алла повестка тыттарнă. Вăл хăйĕн тĕпренчĕкне пил пама мар, алла тытса юратса та курайман... Тепĕр çулталăкран ăна пĕр çапăçура хулĕнчен аманнă хыççăн килне янă. Ун чухне те салтак ахаль ларман. Тĕрĕссипе кĕрĕк арки йăваласа ларма майĕ те пулман. Ялта ĕç алли çитменнине пула суран пирчесе вăй иличчен колхозра кладовщикре тăрăшнă. Кайран каллех çар гимнастеркине тăхăннă. Анчах шел, синкерлĕ шăпа унăн пурнăçне вăхăтсăр татнă, 1944 çулта вăл вăрçă хирĕнче ĕмĕрлĕх куçне хупнă.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче те ялти пурнăç чарăнса ларман. Çынсем мĕн пур вăя пĕрлештерсе йывăрлăха парăнтарнă, тыр-пулне акнă-лартнă, вырса илнĕ, фронт валли апат-çимĕçне, кĕпе-тумтирне хатĕрленĕ, çав вăхăтрах пĕччен юлнă хĕрарăмсем пепкисене ура çине тăратнă тата ытти те. Çичĕ çул тултарсан Мансур та ялти шкула вĕренме кайнă. Хăйсене пĕрремĕш класра алла перо тытма вĕрентнĕ Мухлиса Касымовна Арипова вĕрентекене паянхи кун та ырăпа аса илет. Вăл лайăх пĕлỹ панипех малтан ялти шкултан, каярахпа Алманчăри вăтам шкултан начар мар вĕренсе тухать. Вăтам пĕлỹ илнĕ каччă вара хăйĕн пуласлăхне ялпах çыхăнтарас шутпа шкул хыççăнах колхоза комбайнер пулăшуçине вырнаçать. Каярахпа прицепщикра та ĕçлет.
1958 çулта çĕршыври çамрăксем Казахстанри çерем çĕрсене уçнă çĕре хутшăнаççĕ, ушкăнăн-ушкăнăн унта тухса каяççĕ. Мансур та çак хастарсемпе çакланса пĕр çул унта вăй хурать. Ун хыççăн 1963 çулхи ноябрь уйăхĕччен çар хĕсметĕнче тăрать, Байконурта ракетăпа космос çарĕнче салтак тивĕçне пурнăçлать.
С. Салиховăн малаллахи пурнăçĕ те тăван ялпах çыхăннă. Ĕç стажне культура çуртĕнче, вулавăшран пикеннĕ. 1981 çулта клубран ĕçлеме пăрахнă хыççăн мăшăрĕпе халăхран сĕт пуçтарма тытăннă. Çирĕм çула яхăн тăрăшнă вĕсем çак çăмăл мар ĕçре. Шел, 2020 çулхи декабрьте мăшăрĕ пурнăçран уйрăлнă.
Хальхи вăхăтра Мансур абый вăхăтне ытларах мечĕтре ирттерет, килте кĕлĕсем вулать, ачисемпе мăнукĕсене пурнăç сăпайлăхне вĕрентет. Мăшăрĕпе вĕсем тăватă ывăл та пĕр хĕр çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Пурте ура çинче çирĕп тăраççĕ. Арçын ачисем кашниех салтак тивĕçне чыслăн пурнăçласа таврăннă, вĕсен ячĕпе çар командованийĕнчен янă Тав çырăвĕсем паян кун та çемье архивĕнче упранаççĕ. Пĕр ывăлĕ - Мунир Мансурович танкист Мускавра Çĕнтерỹ парадне те хутшăнма тивĕçнĕ. Бабайăн мăнукĕсемпе мăнукĕн ачисем те йышлă. Вĕсен кашнийĕн аслашшĕне хăйсен çитĕнĕвĕ, савăнăçĕ пирки каласа памалли тупăнсах тăрать. Малашне те çапла пултăрах.
П. КИРГИЗОВ.
Редакцирен:
Алманчăра пурăнакан Петр Киргизов - районта тухса тăракан "Авангард" хаçатăн тахçанхи тусĕ. Вăл район пичечĕпе çур ĕмĕре яхăн çыхăну тытать. Хастар ватă хăйсен ялĕнчи пултаруллă та хисеплĕ ĕçченсемпе çеç мар, кỹршĕ ялсенчисемпе те хаçат вулаканĕсене паллаштарсах тăрать, ытти темăпа та статьясем çырать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)