Татарско-Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялсен малашлăхĕ - аталанма тивĕçлĕ условисем пулнинче

03 ноября 2021 г.

 Октябрĕн 29-мĕшĕнче районта РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева, ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов, ЧР культура, архив тата наци ĕçĕсен министрĕ Светлана Каликова, ЧР вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Дмитрий Захаров, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов, "Чăваш Енри хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕ" обществăлла организацин председателĕ Наталья Николаева ĕçлĕ çул çỹревпе пулчĕç. Вĕсем район администрацийĕн пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа чи малтанах Патăрьелĕнчи ача-пăча искусство шкулне çитсе курчĕç.

ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев кăларнă хушупа килĕшỹллĕн кăçалхи çула республикăра Сăр тата Хусан чиккисене хỹтĕлев тунисене халалланă. Искусство шкулĕнче ỹнер ăсталăхне алла илекен ачасем шăпах çав йывăр вăхăта хăйсен ỹкерчĕкĕсенче сăнлама тăрăшнă. "Ĕçре те вăрçăри пекех" куравпа хăнасем тĕплĕн паллашрĕç, çитĕнекен ăру çĕршыв историне пĕлни, ăна хаклани пысăк пĕлтерĕшлине палăртрĕç.

Сăр тата Хусан чиккисенчи хỹтĕлеве шăп 80 çул каялла, нимĕçсем Мускав патне талпăннă чухне, тунă. 1941 çулхи йывăр пурнăçа Çĕньялти Геннадий Айхи ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулта вĕренекенсем сăнласа пачĕç. Вĕсем кăтартнă инсценировка (авторĕ - Мария Мадюкова, режиссерĕ - Алина Антонова) чылайăшĕн, çав вăхăтра ырми-ками ĕçленĕ тыл ветеранĕсен куçĕнчен куççуль кăларчĕ.

Сăр тата Хусан чиккисенче хỹтĕлев тунă çĕре хутшăннисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн медальсемпе наградăлама йышăннă. Сумлă хисепе пирĕн районтан Алия Феизова (Тутар Сăкăт), Александра Мрелькина (Шăхач), Анастасия Пыркина (Треньел), Шемсия Сафина (Чĕпкас), Ольга Иванова (Хурама Твар), Анна Степанова (Упамса), Минебену Алимова (Хирти Пикшик), Александра Павлова (Кивĕ Катек), Сербизиган Сафинова, Минникадиря Хамбикова (Шăнкăртам), Миннизиан Тимербулатова (Ыхра Çырми) илме тивĕçрĕç.

Патăрьелĕнчи тĕп библиотека районти Хĕрарăмсен тата Ашшĕсен канашĕсемпе пĕрле çамрăк çемьесен "Çемье" клубне йĕркеленĕ. Нумай пулмасть çеç "Туслă çемье" конкурс ирттернĕ, унта 30 ытла çемье хутшăннă. "Нумай ачаллă çемье" номинацире Патăрьелĕнчи Ивановсем, "Кĕвĕ-çемĕ юратакан çемье" номинацире Туçари Пузырниковсем, "Пултаруллă çемье" номинацире Шăнкăртамри Ишмуратовсем çĕнтернĕ. Пурне те савăнăçлă лару-тăрура дипломсем парса хавхалантарчĕç.

Хăнасем Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкула та çитсе курчĕç. Пĕлỹ çуртне "Вĕрентỹ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн çĕнетрĕç. Ачасем икĕ сменăпа вĕреннĕрен тĕп шкул çумне пĕлтĕр 120 вырăнлă виçĕ хутлă объект хăпартма пуçларĕç. Кăçал ăна туса пĕтерчĕç. Çавăн пекех вĕренỹ учрежденине хăйне те тĕплĕн юсарĕç. Паян кунта пурте çĕнĕ, çуртăн стенисем çеç хăйĕн тăрса юлнă.

 Гельсирень Абейдуллова шкул директорĕ коллектив, ашшĕ-амăшĕ, ял халăхĕ ячĕпе регион, район ертỹçисене пĕлỹ çуртне çĕнетсе панăшăн тав турĕ.

Кзыл Чишмара виçĕ хутлă шкула реконструкцилесе пултаруллă ачасене валли "СЭЛЭТ-БАТЫР" центр уçма палăртнă. Строительство ĕçĕсене иртнĕ çулхи июль уйăхĕнче пуçланă, 2022 çулхи сентябрьте хута ямалла. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов çак центр ачасене çỹллĕ шайри пĕлỹ илме, тăван кĕтесе юратма, патриотлăх туйăмне аталантарма май панине палăртса хăварчĕ.

Хăнасем юлашкинчен Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулта пулчĕç, унта "Çамрăксен "СЭЛЭТ-БАТЫР" обществăлла центрĕн тĕслĕхĕпе нумай чĕлхеллĕ хутлăхра вĕрентỹ, наукăпа культура облаçĕнчи социаллă проектсене реализацилесси" темăпа йĕркеленĕ çавра сĕтеле хутшăнчĕç. "СЭЛЭТ-БАТЫР" учредителĕ Джавдет Сулейманов видиоконференцçыхăнупа Испанинчен калаçрĕ.

Юхмапа Пăла тăрăхĕ пĕр вырăнта тапăртатса тăмасть. Çакна республикăран килнĕ хăнасем те палăртрĕç. Вĕсем район комплекслă, пĕр тан вăй илсе пынине, çакă шалти туризма тата инвестици илĕртỹлĕхне аталантарма май панине те каларĕç.

- Пирĕн тĕп тĕллев - ял халăхĕн пурнăç шайне ỹстересси. Структурăсем килĕштерсе ĕçлени, власть, обществăлла организацисем, халăх интересленни, вырăнсенче яваплăха тата пĕлсе вăй хуни - пирĕн пĕрлехи ĕç витĕмĕ, - терĕ Рудольф Васильевич ялсенчи пурнăçа лайăхлатма лартнă тĕллевсене пурнăçлама пулăшакан наци проекчĕсен, патшалăх пулăшăвĕсĕн пĕлтерĕшне палăртнă май.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429357 Чувашская Республика Батыревский район д.Татарские Сугуты, ул.Школьная,д.21
Телефон: 8(83532) 69-3-46
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика