02 октября 2020 г.
- тет Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулти математика тата информатика предмечĕсемпе урока кĕрекен Р. Сабитова. Рамия Семигулловна аслă классене пĕлỹ парать. Пĕлỹ çуртĕнче 10 çул ытла вăй хурать аслă категориллĕ вĕрентекен. Унăн ĕçĕпе ачасен ашшĕ-амăшĕ те, шкул администрацийĕ те кăмăллă. Çитĕнĕвĕсем те савăнтараççĕ. Специалистăн информатика кабинечĕ пилĕк çул умлă-хыçлах "Районти чи лайăх кабинет" ята тивĕçнĕ. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче Рамия Семигулловна математикăпа вун пĕрмĕшсене пĕлỹ панă. Вĕсенчен саккăрĕшĕ И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн информатикăпа шутлав техникин факультетне вĕренме кĕнĕ. Пурте бюджет мелĕпе вĕренĕве малалла тăсаççĕ. Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕнче математикăпа "4" тата "5" паллăсемпе танлашакан балсем илме пултарнă.
Шкулта вĕренекенсем "Надежда машиностроения Чувашии" олимпиадăна хутшăнма кăмăллаççĕ. Виçĕ вĕренỹ çулĕнче те призерсем пур. Иртнинче И. Махмутовпа Д. Файзуллин мала тухса савăнтарчĕç. Р. Сабитовăн та республика шайĕнчи дипломĕ пур.
- Районта, республикăра иртекен математика предмечĕсен фестивалĕсене хутшăнма тăрăшатăп. Вĕсенче мĕн те пулин çĕннине илме пулатех. Çавсене тĕпе хурса ĕçлениех ĕнтĕ мана 20 пин тенкĕлĕх гранта тивĕçме те май пачĕç,- тет Р. Сабитова.
Математика кăткăс предмет. Ăна кашни урокра тимлесе итлемесен, задачăсене шутлама пĕлмесен малалла каяймастăн. Çакна вĕренекенсем патне çитерме тăрăшать педагог.
Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен, тенĕ. Çакна хăй те мала хурать Рамия Семигулловна. Маларах вăл кооператив техникумĕнче пĕлỹ пухнă. Унтан Ульяновск хулинчи И. Н. Ульянов ячĕллĕ университета çул тытнă. Магистратурăра та вĕреннĕ.
"Робототехника" кружок ертсе пырать Р. Сабитова. Унта 20е яхăн ача çỹрет.
Кăçалхи вĕренỹ çулĕнче пил- лĕкмĕшсен ертỹçи вăл.18 ача класра. Çитĕнекен ăрупа класс тулашĕнчи мероприятисем ирттерме те ỹркенсе тăмасть. Ушкăнпа кĕрхи вăрманпа паллашрĕç вĕсем. Çут çанталăк илемĕпе киленме кăмăллă та пулчĕ. Ĕнер вара ваттисем патне çул тытрĕç. Вĕсене уяв ячĕпе саламларĕç. Хăйсен аллипе хатĕрленĕ парнисене парса савăнтарчĕç.
Килĕнчи пăянамăшĕн кăмăлне тупма та пултарчĕ кинĕ. Рамия Семигулловна ватăпа 21 çул килĕштерсе пурăнать.
Мăшăрĕпе вĕсем икĕ ывăл çитĕнтернĕ. Рамит ялти шкулăн 10 класĕнче, Ильназ И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн иккĕмĕш курсĕнче вĕренеççĕ.
Ачасене юратни илсе çитернĕ шкула педагога. Çакна уççăн калать вăл. Ĕçе тĕплĕн туса пыма та пулăшать специалиста çитĕнекен ăрупа пĕр чĕлхе тупма пултарни. Вĕсемпе вăл урокра ушкăнпа, каярахпа уйрăмшарăн та ĕçлеме ỹркенсе тăмасть. Тăрăшни сая каймасть-çке. Кăтартуллă çитĕнĕвĕсем куç умĕнчех.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)