10 сентября 2019 г.
Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкул сентябрĕн 7-мĕшĕнче 100 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çак уява район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - финанс пайĕн начальникĕ С. Чернова, Тутар Сăкăт ял тăрăх пуçлăхĕ М. Хакимов, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ З. Сабитов, Пĕтĕм тĕнчери тутарсен конгресс исполкомĕн членĕ, Комсомольскинчи ача-пăча искусство шкулĕн директорĕ Ф. Гибатдинов, Тутар Сăкăт ял прихучĕн имамĕ Рафис хазрат Кадиров, педагог-ветерансем, Чăваш Енри, Ульяновск облаçĕнчи, Тутар Республикинчи аслă шкулсен представителĕсем тата ытти регионти хаклă хăнасем пухăннă.
Савăнăçлă мероприяти шкул территорийĕпе паллаштарнинчен пуçланнă. Унтан вĕрентекенсемпе ачасем театрализациленĕ концерт кăтартнă. Куракансене чуна пырса тивекен сăвăсем, юрăсем урлă пĕлỹ çурчĕн кун-çулне кăтартса панă.
Пĕлỹ çурчĕн историйĕ чăннипех те пуян. Ялта 1882 çулта пĕрремĕш хут медресе-мектебе уçăлнă. Ачасем унта араб çырулăхне тата Коран вĕреннĕ. 1919 çулхи сентябрĕн пĕрремĕшĕнче пуçламăш шкул хута кайнă. Ятарлă вырăн пулманнипе вĕренекенсем уйрăм çуртсенче ăс пухнă. 1932 çулта тин 280 ача вырнаçмалăх йывăçран вĕрентỹ учрежденине тунă.
1993 çулта шкул кивелнипе çĕннине тăвас ĕмĕтпе никĕс чавнă, анчах ĕç 20 çуллăха чарăнса ларнă. 2013 çулхи çуркунне тин "пăр тапраннă". Октярь уйăхĕнчех вăл вĕренекенсене йышăннă. Хальхи вăхăтра кунта 160 ача тата шкул çулне çитмен 45 пепке çỹрет. Пуçарулăх бюджечĕпе усă курса 3D - класс тунă.
Юбилейре ĕçре, вĕренỹре палăрнисене тĕрлĕ шайри Хисеп, Тав хучĕсемпе чысланă.
О. Бельдекова
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)