Татарско-Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни паттăрăн ячĕ Тĕп храмра упрантăр

19 июля 2019 г.

ТЕМИÇЕ уйăх каялла хаçат вулаканĕсене çĕршывăн тĕп хулинче -Мускавра - "Патриот" культурăпа кану паркĕнче Раççей Федерацийĕн Хăç-пăшаллă Вăйсен Тĕп храмне тунине, ăна 1941 - 1945 çулсенчи вăрçăра пуç хунă паттăрсене халалланине пĕлтернĕччĕ. Çавна май çак храмра пирĕн пурнăçшăн пуç хунă мĕн пур паттăр ячĕпе хушаматне, ашшĕ ятне, ăçта службăра пулнине, сăн ỹкерчĕкне базăна кĕртесшĕн. Ырă та пархатарлă шухăш, паллах. Сăваплă ĕçе ял тăрăх ĕçченĕсен, обществăлла организацисен, уйрăм хастарсен, паттăрсен тăванĕсен пулăшăвĕсĕр пурнăçлаймăн. Мĕншĕн тесен Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен те вăрçă хирĕнчен ултă пин ытла салтак фронтран таврăнайман. Вĕсен ячĕ ĕмĕрлĕх храмăн базинче упранĕ, вăрçăра пуç хунă кирек кам пирки ыйтакан информаци те тỹрех чиркỹ сцени çине тухма пултарĕ. Çавăнпа та çак кунсенчех кашни çемье хăйсен тăванĕсен сăн ỹкерчĕкĕпе кĕске информацине районти çар комиссариатне çитерме тăрăшмалла. Шел пулин те, пирĕн районта ку тĕлĕшпе "пăр" тапраннă теме çук-ха. Хальлĕхе шутлă çынсем çеç материалсене çар комиссариатне илсе килнĕ. Çитес çул Раççейре ят панă Астăвăмпа мухтав çулталăкне кĕтсе илнĕ май ырă пуçарура эпир те пысăк хастарлăх кăтартма тивĕçлĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429357 Чувашская Республика Батыревский район д.Татарские Сугуты, ул.Школьная,д.21
Телефон: 8(83532) 69-3-46
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика