28 мая 2019 г.
РАЙОН çыннисен пурнăçĕнчи ырă улшăну, хăтлăхпа çĕнĕлĕх чăн малтан кашни çын тĕрлĕрен налука вăхăтра тỹлесе пынинчен килет. Бюджет хысни тулли пулсан çĕнĕ объектсене пуçлама та, хамăр пурăнакан тавралăха илем кỹме те çăмăлтарах. Ку тĕлĕшпе район администрацийĕ çумĕнчи пĕрлештернĕ бюджет тупăшне ỹстерес тĕлĕшпе тимлекен ведомствăсем хушшинчи ятарлă комисси тăтăшах ял тăрăхĕсене тухса кунти парăмçăсемпе тĕл пулма, вĕсемпе ăнлантару ĕçĕсем ирттерме, çав вăхăтрах налуксене тỹлеттерме тăрăшать.
Иртнĕ эрнере комисси Тутар Сăкăтĕнчи ял тăрăхĕнче те çак тĕллевпех пулнă. Чылай поселенинчи пекех кунта та çынсем çĕр, пурлăх, транспорт налукĕсемпе вăхăтра татăлмаççĕ. Комисси ларăвне асăннă сăлтавпа 68 гражданина чĕнтернĕ. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри (9,7 пин тенкĕ) комисси умĕнчех налук парăмĕсене тỹленĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)